Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Правосуди çурчĕ" уçăлчĕ

18 сентября 2018 г.

10 сентября 2018 г.

Ĕнер хулари Лазо урамĕнче вырнаçнă 64-мĕш çуртра «Правосуди çурчĕ» уçăлчĕ. Çак саманта хулара пурăнакансем икĕ çул ытла кĕтнĕ. Паян вара ĕмĕтсем пурнăçланчĕç. Район судне уçнă çĕре кунти Фемидăн йĕркине тытакансен ĕçтешĕсем килчĕç, вĕсен хушшинче Чăваш Республикинчи Аслă суд председателĕ А. Петров, республикăри Суд департаменчĕн управленийĕн пуçлăхĕ В. Воронов, Судьясен канашĕн пуçлăхĕ Г. Тырнова тата Судьясене квалификаципе тивĕçтерекен яваплă комиссин председателĕ И. Григорьев пулчĕç. Хăнасем самантăн пĕлтерĕшне палăртса хăварма васкарĕç, малашне суд ĕçĕ çĕнĕ шая тухасса, халăх çак органа ытларах шанма пуçлассине ĕненсе калаçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников икĕ çул каялла проект шухăшĕ мĕнлерех çуралнине каласа кăтартрĕ. «Суд çурчĕ юхăнсан, нимĕн те тумасассăн сĕнтĕрвăррисем судсăр тăрса юлма пултараççĕ. Çак ыйтăва хăвăртрах татса парас килчĕ, çавăнпа та эпĕ суд валли хăй вăхăтĕнче ача-пăча сачĕ пулнă çурта уйăрма распоряжени патăм», - терĕ Анатолий Аркадьевич. Килнĕ хăнасем, йăлана пăхăнса, хĕрлĕ хăю касрĕç, «Правосуди çуртне» официаллă майпа уçрĕç. Церемони вĕçленнĕ хыççăн кунта ĕçлекенсем хаклă хăнасемпе журналистсем валли суд çурчĕ тăрăх экскурси ирттерчĕç, вĕсене кунти çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç.

И. ДЕРЮЖИН.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429584, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Шоршелы, ул. 30 лет Победы, 18
Телефон: 8(83542) 35237
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика