Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр асра мухтавлă Андриян

18 сентября 2018 г.

0 сентября 2018 г.

Иртнĕ юнкун Шуршăлта виççĕмĕш космонавт - летчик, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиацин генерал-майорĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 89 çул çитнине уявларĕç. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионки Е. Николаева, Чăваш Республикин культурăпа национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ К. Яковлев, район пуçлăхĕ Н. Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников, Чăваш Республикинчи "Ассоциация выпускников КАИ" обществăлла организаци президенчĕ Н.Горбунчиков, Байконур космодром ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Е. Южанин, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем, район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем, организацисемпе учрежденисен ертỹçисем, шкул ачисем, ял çыннисем хутшăнчĕç. Андриян Николаева халалланă мероприяти çăлтăрлă паттăрăн палăкĕ умĕнче пуçланчĕ. Пĕрлештернĕ хор сумлă хăнасене "Паттăр Андриян" юрăпа кĕтсе илчĕ. Каярах вĕсем "Эх, пирĕн ял" юрра та мăнаçлăн шăрантарчĕç. Хорта 70 яхăн çын хутшăнчĕ. Вăл шутра Шуршăл ял хутлăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем тата больницăпа шкул ĕçченĕсем пулчĕç. "Çутă çăл" коллектив "Пăрçа çинче" юрăпа ташă композицийĕ кăтартрĕ. Шкул коллективĕ вара Андриянăн ачалăхĕнчи пĕр тапхăра сăнлакан "Онтрейкка" инсценировкăна тĕлĕнмелле лартса пачĕ. Унти Иван Михайлович вĕрентекен рольне В.Белов, Онтрейкка (Андриян - авт.) рольне 8 класра вĕренекен Н.Ильин ăста выляса пачĕç. Унтан хăнасем А.Г. Николаев космонавтăн Мемориаллă комплексĕ патнелле çул тытрĕç. Кунта уявăн тĕп пайĕ иртрĕ. "Андриян Николаев - орбитăна тухнă тĕнчери 5-мĕш космонавт. Вăл - Тăван çĕршывăн шанчăклă çынни. Андриян Григорьевич яланах этеплĕ, таса чунлă çын пулнă. Ахальтен мар ăна чи йывăр заданисене пурнăçлама шаннă. Кăçал Пĕлỹ кунĕнче кадетсен корпусне уçнă уява Андриян Григорьевич тусĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем те пирĕн ентешĕмĕре ырăпа кăна асăнчĕç. Виççĕмĕш космонавтăн чапĕ анлă сарăлĕ, унăн çутă сăнĕ, паттăрла ĕçĕсем пирĕн чĕрере упранĕç", - терĕ Михаил Игнатьев. Çавăн пекех республика Пуçлăхĕ шкул ачисене кадетсен корпусне экскурсие çитсе курма сĕнчĕ. Пирĕн район ачисем кадетсен шкулĕнче вĕренме тивĕçлине палăртрĕ. Митингра Олимп чемпионки Е. Николаева, "Ассоциация выпускников КАИ" обществăлла организаци президенчĕ Н.Горбунчиков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников тухса калаçрĕç. "Андриян Григорьевич Николаев - пирĕн паллă ентешĕмĕр. Ун пек мухтавлă çын чăваш çĕрĕ çинче урăх çуралман-ха. Вăл чăваш халăхне çỹле çĕклессишĕн тăрăшнă, Тăван çĕршывшăн нумай ырă ĕç тунă. Пирĕн, паянхи ăрăвăн, хамăр района, ял хутлăхĕсене малалла уттармалла, аталантармалла. Çакă Андрияна манманнине, унăн ырă ĕçĕсене малалла тăснине кăтартса парĕччĕ", - терĕ Анатолий Аркадьевич. Митинг хыççăн сумлă хăнасем унăн часавайри вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç, ентешĕмĕр умĕнче пуç тайрĕç. Районти краеведени музейĕ куçса çỹрекен курав йĕркеленĕ. Уява пухăннисем Шуршăл Кăйкăрĕн пурнăçне сăнлакан ỹкерчĕксен альбомĕсене кăсăклансах пăхрĕç. Чылайăшне курава тăратнă кубок илĕртрĕ. Ăна хăшпĕри тытсах пăхрĕ, ун çине çырнă текста вуласа тĕлĕнчĕ. "Республикăри А.Г. Николаев ячĕллĕ проф-союз кросĕн çĕнтерỹçине. Шупашкар хули. 1968 çул", - тесе çырса хунă. Ун чухнех пирĕн ентешĕмĕре халалланă ăмăртусем иртнĕ иккен. Уявăн иккĕмĕш пайĕнче тĕрлĕ пултарулăх коллективĕсем илемлĕ юрă-ташăсем парнелерĕç. Вĕсен йышĕнче, Шуршăлти "Çутă çăл", Кайри Шĕнерпуçĕнчи "Илем", Уплерти "Çеçпĕл" тата ачасен "Звездный" халăх ташă ушкăнĕ. Вырăнти сăвăç Г. Петрова Андриян çинчен çырнă илемлĕ сăввине вуласа пачĕ.

Н.КОЛЕСНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429584, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Шоршелы, ул. 30 лет Победы, 18
Телефон: 8(83542) 35237
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика