Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Уй-хир хуралать

Хура çĕр çинче тар тăкакансемшĕн кĕркунне те çуркуннепе çулла пекех хĕрỹ тапхăр. Кĕрхи культурăсене акнипе пĕрлех ялхуçалăхĕнче тăрăшакансем кукуруза пуçтарассипе ĕçлеççĕ.

Райадминистрацин ялхуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне районти ялхуçалăх предприятийĕсем кĕрхи культурăсене 1509 гектар çинче акнă (планăн 67,70 проценчĕ). Уйрăмах "Коминтерн" ЯХПК-ра кĕрхи культурăсен лаптăкĕ пысăк. Кунта кĕрхисене 620 гектар çинче акнă. Çак енĕпе "Нива" ЯХПК та лайăх ĕçлет - кĕрхисен лаптăкĕ 370 гектар йышăнать.

А.ВАСЮКОВА.



"Пирěн пурнăç"
14 сентября 2018
11:12
Поделиться