Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ума ỹкеççĕ çулçăсем, ăçта васкаççĕ çулăмсем?»

11 сентября 2018 г.

«Ума ỹкеççĕ çулçăсем, ăçта васкаççĕ çулăмсем?»

Ытам тулли ыталаса 
Çунат çинчи çут хĕвеле, 
Хур кайăксем карталанса 
Вĕçеççĕ ăшă еннелле. 
Утатăп эп ял хушшипе 
Ума ỹкеççĕ çулçăсем. 
Чун савăнать кĕр мулĕпе, 
Мĕн-ма васкаççĕ-ши çулсем? 
КĔРХИ тĕнче çут çанталăк тумне улăштарма пуçласан, ял çумĕнчи вăрмана ылтăн тĕс çапма тытăнсан, анлă уй-хирти тыр-пул хресчен тарĕпе йĕпенсе кĕлете кĕрсен Карапай Шăмăршăри Петĕр Столяров çемйинче ывăл ача çуралнă. Ăна Виталий ят панă та телейлĕ кун-çул тата салтака юрăхлă пулма пехилленĕ. 
- Эпĕ Сталин саманинче çут тĕнчене килнĕ, çĕршыва Хрущев ертсе пынă тапхăрта çамрăклăхăм иртнĕ, Брежнев вăхăтĕнче авлансаçемьеллĕ пултăм, Горбачев пуç пулнă чухне самана пăтрашăннине чуна ыраттарса тỹссе ирттертĕм, - аса илет паян ветеран. Виталий Петрович, пилĕк ачаллă йышлă çемьере çуралнăран, мĕн ачаран ĕçе юратса ỹснĕ. Колхозра та, килте те ачасем валли ĕç тем чухлех пулнă. Вăрманта вутă-шанкă хатĕрленĕ, утă çулнă, милĕк хуçнă, кăмпа-çырла пуçтарнă... 
Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан пултаруллă ача Шăмăршăри вăтам шкула çỹреме тытăннă. Ун чух хальхи пек автобус е ытти машина пулман, çурăм хыçне пир сумкка çакса çуранах чупнă шкула. Хĕлле урана йĕлтĕр сырнă. 
Акă, алăра - вăтам пĕлỹ илнине çирĕплетекен аттестат. Тем пек хулана кайса аслă пĕлỹ илес килет те, анчах ял Совечĕ паспорт илме хут çырса памасть. Патшалăх политики çапла пулнă: çамрăксене ялтан ямалла мар, вĕсене колхозра ĕç тупса памалла. 
1957 çулта Виталий Столярова салтака кайма черет çитет. Виçĕ çул хушши вăл Германире (ГСВГ) Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçлать. Пĕрремĕш класлă радиотелеграфиста çарпа политика вĕренĕвĕнчи çитĕнỹсемшĕн чаç командирĕ темиçе хутчен те тав тунă, Грамотăпа наградăланă. 
Çартан таврăнсан Виталий каллех колхоз ĕçне кỹлĕнет. Хальхинче ăна, хăй каларăшле, «пылак ĕç» шанса параççĕ: колхоз утарĕнче пыл хурчĕсем пăхма пуçлать. Ашшĕпе амăшĕ темиçе вĕлле çемйи тытнăран, Виталие çак ĕçе хăнăхма йывăр пулман. 
1962 çулта Виталий Столярова уй-хир бригадине ертсе пыма сĕнеççĕ. «Пĕрер çул ĕçлесен пăрахма та пулĕ», - тесе шухăшланă ĕç вун пилĕк çула тăсăлать. 
Ас тăватăп-ха, Киров ячĕллĕ колхоз иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче тыр-пул тухăçĕпе районта малта пыракан хуçалăхсен шутĕнчеччĕ. Çак çитĕнỹре, паллах, Виталий Столяров бригадирăн та тỹпи пулнах. Районти ял хуçалăх выставкинче карапайсен шултра пучахлă тулли кĕлтисене курса савăнаттăмăр. 
Темшĕн, юлашки 15-20 çул Шăмăршăра ял хуçалăх выставки те ирттерме пăрахрăмăр. Ирттерсен те ячĕшĕн çеç, «хурмăшăн» кăна тăватпăр. Аслă ăру çыннисем вара кивĕ клубри фойере йĕркеленĕ пуян выставкăна манман-ха: кунта ял çыннин пĕтĕм ĕçĕ-хĕлĕ куç умне тухса тăратчĕ, çав-çав культурăна кам бригадинче тата хăш механизатор тăрăшнипе çитĕнтернине те пысăк саспаллисемпе çырса çапатчĕç. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çитĕнĕвĕсене те палăртатчĕç. Шел, манăçрĕ çак ырă йăла, иртнĕ çул, ав, ял хуçалăхĕнче малта пыракансене чыслама та «мантăмăр»... 
Ку - сăмах май çеç. Шухăшăма каллех Столяров патне çавăрам-ха. Ĕçри пысăк çитĕнỹсене шута илсе, Тăван çĕршыв Виталий Петровича 1973 çулта «Хисеп Палли» орденпа чысларĕ. Каярахпа пысăк наградăсен шутне тепĕр «Хисеп Палли» орденпа (1976 çул) ВДНХ бронза медалĕ тата «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль те хутшăнчĕç. Виталий Столяровăн ятне районти Хисеп кĕнекине кĕртни те - пысăк чыс. 
1972 çулта Виталий кỹршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Ясная Поляна паççулккин чипер хĕрĕпе Клавдипе туй туса çемье çавăрнă. Клавдия Тимофеевна пурнăçĕ тăрăшшĕпех колхозра ĕçленĕ, чыс-хисепе тивĕç пулнă. Виталий Петровичпа иккĕшĕ виçĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ, çĕршыва юрăхлă воспитани панă. Пĕр-пĕрне юратса та килĕштерсе пурăнакан Столяровсен çемйи пĕтĕм ял-йышшăн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Ватăсене халĕ сакăр мăнукĕпе виçĕ кĕçĕн мăнукĕ савăнăçпа телей кỹреççĕ. 
Виталий Петрович Столяров çинчен çырнă май, вăл 1977 çултан пуçласа 1999 çулчченех ял Совет председателĕнче ĕçленине уйрăмах палăртса хăварас килет. Шăпах кунта вăй хунă чухне унăн организаторла пулта- рулăхĕ яр-уççăн палăрать: Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсем çĕнелсе илемленеççĕ, районта чи тирпейлисен шутне кĕреççĕ.
Виталий Петрович çав çулсене пысăк савăнăçпа аса илет: 1981 çулта ялта «Василек» ача сачĕ уçăлнă, 1984 çулта вăтам шкул икĕ хутлă çĕнĕ çурта куçнă, 1990 çулта Çĕнĕ Тăрăнта асфальт сарнă... Йывăçран тунă шанчăксăр кĕперсене тимĕр-бетонран çĕкленипе улăштарнă, çамрăксем валли çĕнĕ урамсем йĕркеленĕ, икĕ яла та çут çанталăк газĕ илсе çитерсе халăха пысăк çăмăллăх кỹнĕ. 
Мĕн ачаран юрă-ташăпа туслăскер, Виталий Петрович ĕмĕр тăрăшшĕпех хут купăсне алăран яман. Ялти пĕр концерт та, пĕр уяв та вăл хутшăнмасăр иртмест. Карапайсем хăйсен пултарулăхне районти ытти ялсенче те кăтартаççĕ, районсене те тухса çỹреççĕ. Шупашкарти тĕрлĕ конкурссенче те ялти илемлĕ пултарулăх коллективĕ, паллах унăн чаплă купăсçи Виталий Столяров та, чыслă парнесене тивĕçет. 
Çулĕсем сахал мар пулин те, Виталий Петрович килте ахаль лармасть. Ял тăрăхĕнчи ветерансен Канашне пултаруллă ертсе пырать. «Карапай Шăмăршă ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнĕ çынна халăх хисеплет, унăн ырă ĕçĕсене асра тытать. 
Сентябрĕн 13-мĕшĕнче Виталий Петрович Столяров 80 çул тултарать. Çак ятпа эпир ăна чун-чĕререн саламлатпăр, ватлăх пирки пĕрре те шутламасăр çутă та илемлĕ ĕмĕт-туйăмпа пурăнма, юратнă мăшăрĕпе тата нумай çул юнашар кун-çул сукмакĕпе купăс каласа, юрласа та такмак каласа утма телей сунатпăр. 
Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика