Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕсем çывхараççĕ

07 сентября 2018 г.

ÇАК кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов 2018-2019 çулхи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленес пирки канашлу ирттерчĕ. Ун ĕçне «Коммунальник» ООО ертỹçи А.Федоров, «Жилкомсервис» УК директорĕ А.Садретдинов тата «Чувашская энергосбытовая компания» акционерсен пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн директорĕ Д.Гаврилов хутшăнчĕ. 
Канашлура кĕркуннехи-хĕллехи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленес ĕçри чи çивĕч ыйтусене палăртрĕç. Пушар хăрушлăхĕнчен сыхланас тĕллевпе котельнăйсен, шыв, ăшă тата канализаци пăрăхĕсен юсавлăхне те тĕрĕслемелле. 
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра пĕлтернĕ тăрăх, юлашки 2 çул хушшинче нумай хваттерлĕ 7 çуртри 117 хваттере харпăр хăй тĕллĕн хутса ăшăтас тытăма куçарнă. Икĕ çĕнĕ йышши модуллĕ котельнăя Шăмăршăри «Аленушка» ача садĕнче тата Ленин урамĕнчи 43-мĕш çуртра вырнаçтарнă. Хальхи вăхăтра çак ĕçсем малалла пыраççĕ. Тата пĕр нумай хваттерлĕ çурта, Культура Керменне тата район больницине те çакнашкал çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ. 
Канашлăва вĕçлесе, Владимир Васильевич ăшăпа тивĕçтерекен тытăмри яваплă ертỹçĕсене ĕçе вăхăтра вĕçлеме хушса каларĕ. 
А.ПАДИАРОВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика