Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкула йыхăрать шăнкăрав

06 сентября 2018 г.

Шкула йыхăрать шăнкăрав

ПĔЛỸ кунне пуринчен ытла пĕрремĕш класа каякансемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ чăтăмсăррăн кĕтет. Çак кун шкул ачисемшĕн, вĕрентекенсемшĕн паллă, асра юлмалли кун. 
Иртнĕ шăматкун ир-ирех илемлĕ чечек çыххи тытнă ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, хăшĕсен аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ те шкула васкарĕ. Вĕсене шкул умĕнче хаваслă юрă-кĕвĕпе учительсем кĕтсе илчĕç. 
Кашни шкултах сентябрĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнине халалланă хаваслăлинейка йĕркеленĕ. 
Шăмăршăри вăтам шкулта та вăл чаплă лару-тăрура иртрĕ. Шкул ачисемпе учительсене, ашшĕ-амăшне Пĕлỹ уявĕпе Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков, Шăмăршăри полици уйрăмĕн пуçлăхĕ Р.Идрисов, Николай атте, шкул директорĕ В.Хорькова, 1-б класс руководителĕ И.Михайлова ăшшăн саламларĕç, пурне те çирĕп сывлăх, вĕренỹре лайăх паллăсем илме сунчĕç. Яланхи пекех пултаруллисене вĕренỹри тата спортри çитĕнỹсемшĕн Хисеп грамотипе, Дипломпа наградăларĕç. «Туслăх» ача-пăча спорт шкулĕн тренерĕ А.Ичанкин кĕрешỹ секцине çỹрекенсене 1-мĕш разряд тата спорт мастерĕн кандидачĕн нормисене пурнăçлани çинчен çирĕплетекен удостоверенисем парса чысларĕ. Шăмăршăри вăтам шкула кăçал 58 ача 1-мĕш класа çỹреме пуçларĕ. Вĕсене шкул коллективĕ чаплă лару-тăрура хăйсен ретне илчĕ.
Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта пуçласа парта хушшине ларакансем - вунпĕрĕн. Шкулĕпе - 138 çамрăк пĕлỹ илме тытăнĕ. Уяв ячĕпе шкул ачисене, вĕрентекенсене тата вĕсен ашшĕ-амăшне шкул директорĕ Ю.Ермолаев, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, Шупашкартан килнĕ хăна - Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ А.Коршунов хĕрỹллĕн саламланă, вĕренỹре ăнăçу суннă. Пĕрремĕш шăнкăрава пĕрремĕш класа тин çеç килнĕ Яна Денисовапа11 класра вĕренекен Дмитрий Денисов шăнкăртаттарнă. 
Кивĕ Чукалти тĕп шкула пĕрремĕш класа килекенсем кăçал – вун тăваттăн. Шкулĕпе пурĕ 70 ача. Ачасемпе педагогсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа савăнăçлă линейкăра шкул директорĕ Т.Бибукова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Чамеев, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Е.Кудряшова саламларĕç. «АгроТрансПорт» ООО вара пĕрремĕш класра вĕренекенсене канцеляри таварĕсем хунă тулли портфельсем парнелерĕ. 
Паянхи кун тĕлне районти 11 пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденире 1482 ача парта хушшинче ларать,вĕсенчен 1-мĕш класра вĕренекенсем - 145. 
Пурне те çĕнĕ вĕренỹ пуçланнă ятпа хĕрỹллĕн саламлатпăр! Шкул ачисене - вĕренỹ программине ăнăçлă пурнăçласа пыма, учительсене - ачасене тарăн пĕлỹ пама çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр. 
Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика