Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район уй-хирĕнче

Районти хуçалăхсенче ĕççи сарăлсах пырать. Сентябрĕн 6-мĕшĕ тĕлне илсен, пĕрĕчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 8810 гектар (96 процент) пухса кĕртнĕ. Тухăç - 20,5 центнер. Кĕр тыррисене те акаççĕ. Çак ĕçе 2910 гектар (71 процент) пурнăçланă.

С.Волков, М.Журавлев, В.Варламов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем çĕр улми кăларас енĕпе ĕçлеççĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» 30 гектар (6,9 процент) пухса кĕртнĕ. Çĕр улми тухăçĕ - 150 центнер.

Кĕрхи çĕртме сухи 860 гектар (17 процент) тунă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 сентября 2018
09:50
Поделиться