Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Трактор» операци-уйăхлăх иртрĕ

Кăçалхи августăн 1-31-мĕшĕсенче Чăваш Республикинчи Гостехнадзор инспекцийĕпе Шалти ĕçсен министерстви «Трактор» операци-уйăхлăх ирттернĕ.

Операци тĕллевĕ – техника хатĕрĕсемпе усă курнă чух çынсен пурнăçĕпе пурлăх хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшасси, тавралăха упрасси, регистраци иртмен техникăпа усă курассине чарса лартасси тата техосмотр пĕлтерĕшне ÿстересси. Гостехнадзорпа ГИБДД сотрудникĕсем чăн малтан усă куракан машинăсен юсавлăхне, вĕсем техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине, хуçисене техникăпа çÿреме ирĕк панине, регистраци тата эксплуатаци докуменчĕсем пуррине тĕрĕсленĕ, прицепсен юсавлăхĕ те тĕп тимлĕхре пулнă.

Операци вăхăтĕнче пурĕ 78 ял хуçалăх техникине тĕрĕсленĕ, административлă йĕркене пăснă 20 тĕслĕх тупса палăртнă. Тĕрĕслев кăтартса панă тăрăх, хăш-пĕр транспорт хатĕрĕсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларман, регистрацилемен, çутă сигнализацийĕпе тата сыхланмалли сăнчăрсемпе, медицина аптечкисемпе, огнетушительсемпе тивĕçтермен тата ытти те.

Рейд бригадисем районти кашни ялтах пулаççĕ, çавăнпа та техника хатĕрĕсен хуçисемпе организацисен ертÿçисене йĕркене çирĕп пăхăнма ыйтас килет.

В.МЕКШЕЕВ,
Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: черетлĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче.

 


"Елчĕк Ен"
05 сентября 2018
14:35
Поделиться