Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учительсем тĕп çул-йĕрсене палăртрĕç

31 августа 2018 г.

Учительсем тĕп çул-йĕрсене палăртрĕç

ÇĔНĔ вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн педагогсем районти конференцире иртнĕ вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе малашнехи çул-йĕре палăртса хăвараççĕ. Кăçал та, августăн 28-мĕшĕнче, учительсем хăйсен анлă пухăвне пуçтарăнчĕç. Конференци ĕçне Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ А. Коршунов, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн ертỹçи Н.Ендиеров хутшăнчĕç. 
Педагогсен ĕçĕнчи тĕп тĕллев, яланхи пекех, - вĕрентỹ ĕçĕн пахалăхне ỹстересси. Ача мĕнле пĕлỹ, хăнăху илесси пуринчен ытла вĕрентекен ăсталăхĕнчен, ыранхи кун мĕн ыйтнине курма пĕлнинчен килет. Çавăнпа та конференци теми те çакăнпах çыхăннă - «Шăмăршă районĕнчи вĕрентỹ тытăмĕн тĕп çул-йĕрĕсем». 
Конференци районти Культура Керменĕнче иртрĕ. Вăл Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсен «Мы» волонтер отрячĕ районти педагогсене саламланипе пуçланчĕ. 
Канашлура район администрацийĕн вĕрентỹ пуçлăхĕн - Н.Ендиеровăн - иртнĕ вĕренỹ çулне тишкерсе хатĕрленĕ анлă доклачĕ тĕп вырăн йышăнчĕ. 
Малалла Çамрăксен тата ача-пăча спорт шкулĕн директорĕ С.Измуков сăмах илчĕ, çамрăксене спорта явăçтарас ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 6 спорт секцине 272 ача çỹренĕ, республика шайĕнчи 36 ăмăртăва хутшăннă. Республикăри çитĕнỹсемпе халлĕхе мухтанма иртерех пулсан та, тăватă вĕренекен спорт мастерĕн кандидачĕн, çиччĕн - çитĕннисен пĕрремĕш разряд нормативĕсене пурнăçланă. Сергей Иванович çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче спорт тĕсĕсене анлăлатма, секцисене ытларах ача явăçтарма шутлани çинчен пĕлтерчĕ. Кăçалтан районти Спартакиадăна кашни шкулăн команда тăратмалли пирки те çирĕп каларĕ. 
Çавăн пекех Карапай Шăмăршăри вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Т.Степанова тухса калаçрĕ, çамрăксене патриот воспитанийĕ парас енĕпе туса пыракан ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ. Чăннипех те республикипех паллă çитĕнỹсем тăваççĕ унта вĕренекенсем: «Зарница», «Орленок» çарпа спорт вăййисенче республикăра çĕнтерсе Чăваш Ене Атăлçи федераци округĕнче чыслăн хỹтĕлеççĕ, Мускав хулинче çамрăк армеецсен çарпа спорт лагерĕнче канма тивĕçеççĕ. ОБ Ж тата физкультура предмечĕсемпе иртекен регион олимпиадисенчен те кашни çул Дипломпа таврăнаççĕ. Д.Ермолаев вара Пĕтĕм Раççей шайĕнчи физкультура олимпиадинче те призер пулса тăчĕ. К.Степанов республикăри çамрăк йĕлтĕрçĕсен командинче Архангельск, Заинск(Тутарстан) хулисенче тупăшрĕ. Шкулта «Юнармия» юхăм анлă сарăлнă - вăл 40 ачана пĕрлештерсе тăрать. Унсăр пуçне «Пограничник» çарпа патриот клубĕ, «Надежда» патриот отрячĕ ĕçлет. Çак пĕрлешỹсенче шкул ачисем вăй-халне спортпа çирĕплетеççĕ, Тăван çĕршыва чыслăн хỹтĕлеме хатĕрленеççĕ. Ватăсене пулăшасси те тимлĕхре. 
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов педагогсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламланă май, вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнчи плансемпе паллаштарчĕ. Физика кабинечĕсене пуянлатасси, хушма пĕлỹ паракан учрежденисене (районта иккĕвĕсем) ачасене ытларах явăçтарасси (халлĕхе 37 процент), кашни шкула видеокамерăсем вырнаçтарасси, часах Пăчăрлă Пашьел - Чукал ялĕсене пысăк хăвăртлăхпа ĕçлекен Интернет çитесси... - мĕн чухлĕ çăмăллăх кĕтет педагогсемпе вĕренекенсене! Владимир Васильевич палăртнă тăрăх, кăçалхи вĕренỹ çулĕ тĕлне кăна бюджетран 6 миллиона яхăн укçа тăкакланă. Юлашки 3 çула илес пулсан, çак хисеп 56 миллион тенкĕпе танлашать. Ачасене вĕренме кирлĕ условисем тăвассишĕн пайтах тăрăшаççĕ. 
Малалла пултаруллă вĕрентекенсене А.Коршунов Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹпе наука министерствин Хисеп Грамотипе наградăларĕ. Çак чыса кăçал Шăмăршăри вăтам шкулта ĕçлекен И.Харитонова тата Карапай Шăмăршăри вăтам шкул учителĕ И.Яковлева тивĕçрĕç. Нумай çул тăрăшса ĕçлекенсене Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин (Л. Сергеевана - Палтиел, Н.Измайлована - Кивĕ Чукал), район администрацийĕн тата вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн (А.Ульянована - Пуянкассинчи тĕп шкул, Н.Симурзинана - Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул, А.Лукьянована -«Ромашка» ача сачĕ) Хисеп грамотисемпе чысларĕç. С.Жилкина - районти вĕрентỹ учрежденийĕсен профсоюз пĕрлешĕвĕн председателĕ - обществăлла ĕçре хастарлăхпа палăрнă педагогсене: И.Хафизована - Шăмăршăри вăтам шкул учительне, Р.Козлована - «Василек» ача сачĕн воспитательне, С.Хайруллована - Патирек шкулĕн учительне - республикăри профсоюз комитечĕн грамотипе хавхалантарчĕ. 
Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче районти Спартакиадăра палăрнă шкул командисем Кубока тата Диплома тивĕçрĕç. Вĕсем çаксем: пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хушшинче Анат Чаткас (пĕрремĕш вырăн), призерсем - Пуянкасси тата Кивĕ Чукал; вăтам шкулсем хушшинче Шăмăршăри вăтам шкулăн 1-мĕшпе 2-мĕш командисем тата карапайшăмăршăсем. 
Конференци районти Культура Керменĕ хатĕрленĕ чаплă концертпа вĕçленчĕ. 
Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика