Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей хыççăн юбилей…

31 августа 2018 г.

Юбилей хыççăн юбилей…

Çурла уйăхĕ Улянкăсемшĕн юбилейсенчен пуян пулчĕ. Малтанах Роза Васильевна Владимирована пысăк йышпа 90 çулпа кайса саламланăччĕ. Иртнĕ вырсарникун ялти чи хисеплĕ ватă - Елизавета Ивановна Иванова 90 çул тултарчĕ. Ăна çак ятпа саламлама ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов, Улянкăри ветерансен совечĕн председателĕ Людмила Михайлова, «Мерчен» фольклор ушкăнĕ килсе çитрĕç.
Елизавета Ивановнан пурнăçĕ çăмăл пулман. Вăрçă пуçланнă çул 10 класс вĕренсе пĕтернĕ хĕр аслисемпе пĕрле окоп чавнă. Пĕр вăхăт колхозра бригадирта та ĕçленĕ. 1942 çулта Сăхăтпуç ялĕнче ачасене вĕрентме пуçланă. Çав хушăрах Канашри педагогика училищинче куçăмсăр майпа пĕлÿ илнĕ. Шкулта ĕçленĕ хушăрах салтаксем валли чăлха-нуски çыхнă, ял хуçалăхĕнчи ĕçсене хутшăннă. Вĕренекенĕ-сем пĕрремĕш учительницăна асра тытаççĕ. Саламлаççĕ, килсе çÿреççĕ. Паян та юратнă вĕрентекенĕ çинчен Йăнтăрчăри шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Ирина Егорова мĕн чухлĕ ăшă сăмах каларĕ. Ялти «Мерчен» фольклор ушкăнĕ юбиляра чуна тивекен юрăсемпе саламларĕ. Елизавета Ивановнан савăннипе, хăйне çакăн пек ырă сунннипе куçĕ-сем шывланчĕç. «Тавах сире пире, ватăсене, çакăн пек сума сунăшăн, манса кайманшăн, хăвăра та пурнăçра телей сунатăп»,-тесе тав туса ăсатрĕ.

Иртнĕ кунсенче Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче çуралнă, халĕ Улянкăра пурăнакан Мария Ивановна Егорова 90 çулхи юбилейне уявларĕ. Сумлă ветерана саламлама Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов, фольклор ушкăнĕн членĕ Людмила Петрова, тăванĕсем, ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем пуçтарăнчĕç. Анатолий Витальевич Раççей Президенчĕ Владимир Путин тав туса çырнă çырăва вуласа пачĕ, ырлăх-сывлăх суннă май, йывăрлăхсене пăхмасăр çĕр-шыв тĕрекĕшĕн вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕшĕн тав турĕ.
Мария çамрăклах ĕçе кÿ- лĕннĕ, 7 класс вĕренсе пĕ-терсенех колхозра ĕçлеме пуçланă. 1955 çулта Улянкă каччипе Николай Егорович Егоровпа çемье çавăрнă, сакăр ачана кун çути панă. Мария Ивановна ача амăшĕн орденĕ- сене тивĕçнĕ. Ачасем пĕчĕккĕ чухне те колхозри ĕçсене хутшăнма май тупнă. Халĕ вăл кĕçĕн хĕрĕн çемйипе пурăнать. Кил хуçалăхри ĕçсене тăвать, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика