Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эстафетăна чĕнетпĕр

31 августа 2018 г.

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче, юнкун, Элĕк салинчи «Хĕлхем» спорт шкулĕн лапамĕнче «Пурнăç çулĕпе» район хаçачĕн парнисемшĕн тата Совет Союзĕн Геройне М.Е.Ефимова асăнса çăмăл атлетсен эстафети иртет.

Унта «Спорт çемйисем» (10 çулчченхи ачисемпе), пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп тата вăтам шкулсен вăтам, аслă ушкăнĕсем ăмăртĕç. Унсăр пуçне вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен, организацисен командисем те старта тухĕç. Эстафета 12 сехетре уçăлать. 12 сехет те 15 минутра ăмăртусем пуçланаççĕ. Командăсем 11 сехетре регистрациленме пуçлаççĕ. Çĕнтерÿçĕ командăсене тата призерсене дипломсемпе, парнесемпе чыслĕç. Шкул ачисен кăтартăвĕсем спартакиадăн зачетне каяççĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники

    Минспорт     ___ _   _________      _________

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика