Публикации » «Туслăх кубокĕ» ăмăртура

21 августа 2018 г.

Шупашкар хулин пуçлăхĕн парнисемшĕн çÿлсеренех «Туслăх кубокĕ» ăмăрту йĕркелеççĕ. Кăçал та унăн программине анлă хатĕрленĕ. Вăйăсем Шупашкарти «Спартак» спорт шкулĕнче тата «Энергия» стадионра иртнĕ.

Кăçалхипе Чăваш Енри ентешлĕх ушкăнĕсем ăмăртăва 16-мĕш хут пуçтарăннă. Вĕсем мини-футболла, волейболла вылянă тата канат туртассипе тупăшнă.

Çапла майпа кăçал та Элĕксем пĕтĕмĕшле зачетра виççĕмĕш вырăн йышăннă, 50 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов тата Шупашкар хулин пуçлăхĕн çумĕ Виктор Горбунов саламланă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

    Минспорт     ___ _   _________      _________

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика