Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вуннăмĕш теçетке ваклать

24 августа 2018 г.

Вуннăмĕш теçетке ваклать

Раиса Васильевна Михайлова 1928 çулхи августăн 15-мĕшĕнче Ямпулатра çуралнă, халĕ Сăхăтпуç ялĕнче пурăнать вăл.
Иртнĕ кунсенче Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ О.Максимова, Е.Исаева депутат тата çывăх çыннисем сумлă юбилейпе саламланă ăна. 90 çул тултарнă ятпа канлĕ ватлăх, тата нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх, телей суннă.
Çырма хĕрринчи пĕчĕк çуртра пурăннă Раиса Васильевнан çемйи. Вăрçă пуçланнă кун ял-йыш лашасемпе çĕнĕ пÿрт пури турттарма пуçтарăннă пулнă, усал хыпар илтсен вара килĕсене саланнă вĕсем. Ашшĕне вăрçа илсе кайнă, амăшĕ иртен пуçласа каçчен трасса чавнă, тырă акнă, çурлапа вырнă, салтаксем валли алса-нуски çыхнă, çăпата хуçнă, вутă турттарма çÿренĕ. Вăрçă никама та шеллемен. Кукаçин вилнĕ хучĕ килсен çемьен пурнăçĕ татах йывăрланнă.
Николай Михайлович Михайловпа мăшăрланнă хыççăн та ывăнма пĕлмесĕр ĕçленĕ Раиса Васильевна. Икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çитĕнтернĕ. Аслă ывăлĕпе çемье пуçĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Пуçне усман хĕрарăм. Вăл ытти ачисемпе ĕçлесе пурнăç тунă, колхозра та, техничкăра та вăй хунă, тивĕçлĕ канăва кайичченех ĕçленĕ, тăрăшулăхĕшĕн наградăсемпе те чысланă ăна. Аварие лексен нумай вăхăт хушши чирлесе выртнă. Ура çине тăрсан каллех ĕçе пуçăннă маттурскер.
Раиса Васильевна - питĕ тарават, ырă, харсăр çын. Кÿршисемпе, ваттисемпе, çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет, ывăл-хĕрĕсемшĕн чунтан хĕпĕртет. Шалкăм çапнă хыççăн ачисен çемйисемпе пурăнать. Çичĕ мăнук, вĕсен ачисем саккăрăн. Ăна пурте юратаççĕ.
2007 çултанпа Сăхăтпуçĕнчи фельдшер пунктĕнче 39 çул вăй хуракан хĕрĕ Ирина Николаевна пăхать кинемее. 
-Турă пулăшса пырать, ачасем лайăх пăхаççĕ мана, вуннăмĕш теçеткене ваклама пуçларăм вĕт ĕмĕрĕм асаплă пулчĕ пулин те,-хаваспа сăмахлать Р.Михайлова.
Сăхăтпуçĕнчи Ирина Николаевнапа Юрий Васильевич 90 çулхи хĕрарăм чыслă пулнăшăн, халĕ те ахаль ларманшăн кăмăллă. Выльăхсем валли çĕрулми вакласа парса та пулин пулăшать Раиса Васильевна.
Андреевсем виçĕ ача пăхса çитĕн-тернĕ, пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Анна - Çĕнĕ Шупашкарти больницăра терапи уйрăмне ертсе пырать. Анастасия та амăшĕн çулĕпе кайнă, Шупашкарта куçсене сиплекен больницăра врач-офтальмологра ĕçлет. Кĕçĕнни - ывăл, Александр ятлă, юридика факультетĕн-чен вĕренсе тухнă, Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлет. Пурте çемьеленнĕ, ачисем те пур.
-Тавах сире пирĕн пек ватăсене ырă хыпарпа, ăшă салампа хавхалантарнăшăн, нумай çул пурăнма суннăшăн,-тесе ăсатнă хăнисене Сăхăтпуçĕнчи 90 çулхи пенсионерка Р.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика