Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăк-кĕшĕк гриппĕ çинчен

24 августа 2018 г.

Юлашки вăхăтра кайăк-кĕшĕк грипĕ çине нумай тимлĕх уйăрма тиврĕ. Хуçалăхра килти кайăксене усракансем чылай пăшăрханчĕç, тĕрлĕ ыйтусем тавра пуç ватрĕç. Çавна май ЧР Патшалăх ветеринари службин ĕçченĕсем час-часах паракан ыйтусем çине хуравлаççĕ.
— Килти кайăк-кĕшĕке вакцинацилемелли çинчен кам йышăну тăвать?
— РФ Ял хуçалăх министерствин 2006 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче йышăннă 90 №-лĕ Приказĕн 32.2 пункчĕпе килĕшÿллĕн сăнаса тăракан зонăра профилактика вакцинацине Россельхознадзор тата унăн территори управленийĕ йышăннипе тăваççĕ. Хăрушлăха лекекен зонăра вакцинаци тăвассине вара Раççей Федерацийĕн тĕп патшалăх ветеринари инспекторĕ йышăнать.
— Чăваш Республикинче кайăк-кĕшĕк грипĕ енĕпе ăнăçсăр тесе йышăннă пунктсене кайăк-кĕшĕк продукцине е чĕрĕ кайăк-кĕшĕке илсе кĕме юрать-и?
— РФ Ял хуçалăх министерствин Приказĕпе килĕшÿллĕн карантин вăхăтĕнче кайăк-кĕшĕк продукцине ?какая, çăмартана, тĕке тата ытти те/ тата чĕрĕ кайăк-кĕшĕке ăнăçсăр пунктсене илсе кĕме юрамасть. Карантина пĕтернĕ хыççăн вара çакна тума юрать.
— Кайăк-кĕшĕк грипĕ енĕпе ăнăçсăр тесе йышăннă пунктсенчен кайăк-кĕшĕк продукцине е чĕрĕ кайăк-кĕшĕке илсе тухма вара юрать-и?
— Карантин вăхăтĕнче кайăк-кĕшĕк продукцине тата чĕрĕ кайăк-кĕшĕке ăнăçсăр пунктсенчен илсе тухма юрамасть. Унти пур кайăк-кĕшĕке вĕлерсе çунтарса яраççĕ. Карантин пĕтнĕ хыççăн 3 уйăх тăршшĕ те çак территорирен урăх хуçалăхсене çăмартана тата чĕрĕ кайăк-кĕшĕке ирĕклĕн илсе тухма юрамасть.
— Чĕрĕ кайăк-кĕшĕке Чăваш Ене Ростов облаçĕнчен илсе килме юрать-и?
— Патшалăх ветеринари надзорĕ тĕрĕслесе тăракан таварсене куçарассипе çыхăннă правилăсемпе килĕшÿллĕн кайăк-кĕшĕк грипĕнчен вакцинаци тунă регионти кайăк-кĕшĕке вакцинаци туман региона илсе кайма юрамасть. Ростов облаçĕнчи пур кайăк-кĕшĕке те вакцинаци тăваççĕ, Чăваш Республикинче вара апла мар. Вакцинациленĕ кайăксем кунти кайăк-кĕшĕке чирлеттерме пултараççĕ.
— Хамăн хуçалăхра усрама кăвакалсем тата чăхсем туянасшăн. Вĕсене харпăр хушма хуçалăхра пĕрле усрама юрать-ши?
— РФ Ял хуçалăх министерствин 2006 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче йышăннă 103 №-лĕ Приказĕн 2.2 пункчĕпе килĕшÿллĕн хушма хуçалăхра темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕке пĕр-пĕринчен уйрăм усрамалла. Вĕсем валли тĕрлĕ пÿлĕмсем пулмалла, вĕсене тĕрлĕ çĕре уçăлма кăлармалла. Кайăк-кĕшĕке ытти выльăх-чĕрлĕхпе пĕрле те усрама сĕнмеççĕ.
— Кÿршĕсен хуçалăхĕнче кайăк-кĕшĕк грипне тупсан манăн кайăк-кĕшĕке пĕтернĕшĕн мĕн чухлĕлĕх сиене саплаштараççĕ;
— ЧР Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн хăрушлăх зонине кĕрекен хуçалăхсенчи кайăк-кĕшĕке пĕтернĕшĕн сиене çак шайра саплаштараççĕ: кайăк-кĕшĕкĕн 1 килограмĕшĕн ?чĕрĕ виçепе/ — 55 тенкĕ те 60 пус, 10 çăмарташăн — 29 тенкĕ те 70 пус.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика