Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Иванова Таисия. Шкул ачасене кĕтет.

 Евгений Анисимов ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Шелттем тĕп шкулĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр.  Шкул çурчĕпе çуммǎнахспорт залĕ, ǎна пĕлтĕр тулаш енчен ǎшǎ тытакан ǎтарлǎ материалпа çапса çавǎрнǎ. Йĕри – тавра пĕтĕмпех тирпей – илем кĕртнĕ: йывǎç картасене юсанǎ, Шкулǎн малтанхи пахчине çум курǎкран, хǎрнǎ йывǎç-тĕмрен тасатнǎ.

Шкултата юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Кантǎксене, партǎсене çуса тасатнǎ, классен, коридорǎн урайĕсене сǎрланǎ, хĕвел çуттипе илемлĕн йǎлкǎшаççĕ. Çурт умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ чечек куçа илĕртет.

Вǎхǎт нумаях та юлмарĕ. Çутǎ, таса, тирпейлĕ шкулта ачасен вĕренес кǎмǎл пысǎк пуласса шанас килет.



Канаш ен
22 августа 2018
16:35
Поделиться