Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявĕнче савăнчĕç

10 августа 2018 г.

Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Кăлавара ял уявĕ иртрĕ. Йăлана кĕнĕ ĕнтĕ вăл: ял кунне кунта 2004 çултанпа ирттереççĕ. Праçнике халăх йышлăн пухăннă. Уява ирттермелли вырăна ăнсăртран суйласа илмен: симĕс курăк пуснă тỹрĕ лапам, юнашарах Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçине хутшăннă тата унтан таврăнайман ентешсене асăнса лартнă мăнаçлă палăк. Кăлава питех те илемлĕ вырăнта ларать: çывăхра вăрман, анлă уй-хирсем. Кунта тĕрлĕ çулсенче çĕршыв, республика, район шайĕнче палăрнă пултаруллă çынсем ỹссе çитĕннĕ. Акă, Б.В. Яковлев инженер-физик СССР Патшалăх премине (1972) илме тивĕç пулнă. Строительсен паллă ертỹçи-бригадирне А. Захарова чыслă ĕçшĕн Ленинла комсомол премине (1976), Шупашкарти 6 №-лĕ “Волжанка” столовăйăн производство заведующине Т.Р. Романовăна “Суту-илỹ ĕçĕн отличникĕ” хисеплĕ ят панă. Юрийпе Виталий Степановсене-строительсене республикăра аван пĕлеççĕ. Вĕсем ку тăрăхри ялсене çут çанталăк газĕ кĕртес тĕлĕшпе ырми-канми вăй хучĕç. Н. Григорьев Трак ен культура тытăмĕнче ĕçлесе ырă ят çĕнсе илнĕ, “Тавах, анне” юрăпа палăрнă. Е. Антонова, Л. Зорина, В. Никитина, В. Гаврилов орденсене тивĕçнĕ. Ял уявĕ — ырă пулăм, вăл ку тăрăхра çуралса ỹснĕ, халĕ тĕрлĕ çĕрте тымар янисене тăван енпе пĕрлештерет, пĕрле тĕл пулса канашлама май парать. Лайăх хатĕрленнĕ Кăлавасем уява. Ал ĕç ăстисен куравне йĕркеленĕ, пултаруллă çынсем çинчен каласа паракан стендсем ăсталанă. Вĕсем патĕнчен уява килнисем кайма та пĕл-мерĕç. Праçник питех те савăнăçлă иртрĕ. Юрă-кĕвĕ чылайччен янăрарĕ, хавас кулă нумайччен илтĕнсе тăчĕ. Хăнасене тутлă шỹрпепе, пылак шывпа хăналарĕç. Праçнике хутшăннă кашни çын çакна палăртрĕ: ку евĕр мероприятисене ирттермелле, вăл ваттисене хисеплеме вĕрентет, яш-кĕрĕмре патриотизм туйăмне ỹстерет, çамрăксене хăйсен пĕчĕк тăван çĕршывне татах та юратма май парать.

С. Самсонов.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика