Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп хуламăрăн уяв

21 августа 2018 г.

Республикăра пурăнакансем, хăнасем августăн 19-мĕшĕнче Шупашкар хули 549 çул тултарнине анлă паллă турĕç. Уявпа çыхăннă тĕп мероприятисем вырсарникун çеç мар, шăматкун та иртнĕ. Кашнийĕ хăйĕн кăмăлне каякан мероприятие çитсе курчĕ. Курмалли, тĕлĕнмелли, паллашмалли чăннипех те нумай пулнă.
Тĕслĕхрен, августăн 18-мĕшĕнче тĕп хулари Элкер урамĕнче ачасем валли искусство академийĕ хута кайнă. Кунта халĕ кашни ача хăйне интереслентерекен енпе аталанма пултарать, хореографи, бал ташши, инженери, конструктор, ал ĕç шкулĕсем, ытти студи — килĕшекенни тупăнатех. Ахальтен мар хĕрлĕ хăйăва каснă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев академире республика пуласлăхне туптакансем çитĕнессе çирĕп шаннине палăртнă. Академи 1,2 пин ачана йышăнма пултарать. Апла пулсассăн кăмăл пуррисем унта çул тытма пултараççĕ.
«Пултарулăх бульварĕ» арт-проект хула кунĕн хăйне евĕрлĕ визит карточки пулса тăчĕ. Хулан тĕп урамĕнче театр, спорт, кĕвĕ тата ытти тытăмри ăстаçăсем хăйсен пысăк тавракурăмĕпе паллаштарчĕç. Хулари предприятисемпе организацисем куравсем хатĕрленĕ çеç мар, мастер-классем те йĕркеленĕ. Михаил Игнатьев «Пултарулăх бульварĕ» проект çулран-çул лайăхланса пынине, унта хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ ÿснине ахальтен палăртман.
«Эпир ырă пуçарусене яланах тарават. Çынсене аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем хатĕрлесе тăратассишĕн тăрăшатпăр. Халăх та çакна курать, пирĕн ĕçсене пысăк хак парать», — тенĕ вăл.
Шупашкар 549 çул тултарнă ятпа ирттерекен мероприятисен программине «Ирхи зарядкăна — çăлтăрпа» уçрĕç. Унта паллă спортсменсем, ачасем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, хăнасем хутшăнчĕç. Çак йышра вара районти аэробика ушкăнне çÿрекенсем те пур. Мария Долгова тренерпа ачасем унта кашни çулах хутшăнаççĕ. Пурте пĕрле хусканса кăмăла уçаççĕ.
Хула кунĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх çулленех çемье пултарулăхĕн «Аист чĕппи» фестивалĕ иртет. Кăçал ăна вуннăмĕш хут йĕркелерĕç. Фестивале 130 çемье хутшăнчĕ. Вĕсем сакăр номинаципе тупăшрĕç. Ача-пăча кÿмисем чаплă, çар техники евĕр капăрлатнисенчен пуçласа юмахри сăнарсем таранах.
Спортпа туслисем тĕрлĕ вăйăсенче вăй виçнĕ.
Уяв программи Раççейĕн паллă артисчĕн — Игорь Николаевăн пысăк концерчĕпе тата салютпа вĕçленнĕ.

/ХАМĂР ИНФ./

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

      

 

 

Система управления контентом
429149, Чувашская Республика, д.Полевой Сундырь, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 30-2-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика