Альбусь-Сюрбеевское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

21 августа 2018 г.

Августăн 20-мĕшĕ тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 9303 гектар çинчен вырса çапнă, кĕлете 21832 тонна «сарă ылтăн» кĕнĕ. Пĕр гектарти вăтам тухăç 24 центнерпа танлашать.
Хуçалăхсенче хальхи вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те малалла пырать. Ĕçченсем тăрăшсах хĕле хатĕрленеççĕ: утă, сенажпа силос янтăлаççĕ. Сăмах май, хуçалăхсем 8680 тонна утă хатĕрленĕ. Ку вăл палăртнин 82 проценчĕ шутланать. Силоса вара, августăн 20-мĕшĕ тĕлне, пурĕ 2410 тонна янтăланă. Колхозсемпе ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тата фермер хуçалăхĕсенче 20340 тонна сенаж хывнă.
Ку енĕпе чи хастар хуçалăхсем — «Асаново» ЯХПК /3110 тонна/, «Урожай» колхоз /2140 тонна/, «Слава» ЯХПК /1763 тонна/. «Слава картофелю» агрофирмăра ир пулакан çĕрулмине кăларма пуçăннă. Ĕç кал-кал пырать. «Искра» колхозра тата «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вырма ĕçĕсене вĕçленĕ, ытти хуçалăхсен те вĕсенчен тĕслĕх илмелле.
Хăш-пĕр хуçалăхсенче асăннă кун тĕлне кĕрхисене акма тытăннă. Çак ĕçе — «Искра» тата «Урожай» колхозсем, «Дружба», «Труд» ЯХПКсем тата «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕ — 532 гектар çинче пурнăçланă. Вăл шутран 341 гектар çинче кĕрхи тулă акнă пулсан, ытти лаптăкра ?191 гектар/ ыраш çитĕнĕ. Çĕртмене 2469 гектар çинче пурнăçланă, кĕрхисене акма 3602 гектар çĕр хатĕрленĕ.
В.НИКИФОРОВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

       

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика