Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей ячĕпе саламлама - пысăк йышпа

17 августа 2018 г.

Юбилей ячĕпе саламлама - пысăк йышпа

Иртнĕ кунсенче Улянкă ялĕнче пурăнакан Роза Васильевна Владимирова 90 çул тултарнине паллă турĕ. Çавра юбилейпа саламлама тăванĕсем, хăнасем нумайăн пуçтарăнчĕç. Кинемей Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхне Анатолий Витальевич Семенова, Улянкăри ветерансен совечĕн председательне Людмила Петровна Михайлована, «Мерчен» фольклор ушкăнĕнчи Людмила Григорьевна Петрована, Елена Аркадьевна Петрушкована, Светлана Геннадьевна Иванована, Алена Ивановна Григорьевана урама тухсах кĕтсе илчĕ. Пурте Роза Васильевнана çирĕп сывлăх, нумай-нумай çул пурăнма иксĕл-ми вăй-хал сунчĕç.
Ачалăхĕ Хучель ялĕ çывăхĕнчи картунта иртнĕ унăн. Тăрмăш шкулĕнче 7 класс таран пĕлÿ илнĕ. Унтан саккăрмĕш класа Енĕш Нăрваша çÿреме пуçланă. Хĕллехи сивĕсенче Микушка витĕр çÿ-реме тивнĕ хĕрачана шкулта вĕренме пăрахтарнă. 1947 çулта çемье ялта пурăнма пуçланă. Çамрăк хĕр колхозра ĕçлеме тытăннă. 1953 çулта ял каччипе Михаил Владимировпа çемье çавăрнă, вĕсен икĕ ывăл çуралнă. Роза аппа Тăвай район больницине санитаркăна вырнаçнă. Унта ĕçлесех пенсие тухнă. Ĕç стажĕ 46 çул хисеплĕ ветеранăн. Ĕçре типтерлĕ, пуçаруллă, хастар пулнăшăн ветеран медальне те, тав хучĕ-сене те тивĕçнĕ.
Халĕ Роза Васильевна пĕчченех пурăнать. Унăн хăйпе пĕртăвансем тата икĕ ывăлĕ çĕре кĕнĕ. Кинĕпе мăнукĕ яла килсех тăраççĕ, кинемее пулăшаççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика