Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕрхисене акма тухнă

Кĕрхисене акма тухма та вăхăт çитрĕ. Районта кăçал та ку ĕçе Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнче пĕрремĕш пуçăнчĕç. Хуçалăхра ăна 400 гектартан кая мар никĕсе хывма палăртнă. Техника халь шăпах хура пусă пулнă вырăнта ĕçлет. Мамăк пек кăпăшка тăпрана тулă вăрлăхĕ хывăнать. Сăмах май, пулас тухăçăн "амăшне" кунта çĕнетсех тăраççĕ: ăна "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнчен туяннă.

- Пỹлмесем тулли пулччăр тесен технологие пăхăнса ĕçлемелле. Вăрлăха минераллă удобренипе пĕрле акатпăр, - тет Р. Салихов агроном. СЗ-5,4 агрегата кăкарнă тракторпа Ф. Алеев механизатор тăрăшать, ăна Р. Азизов, Р. Гайнуллов, М. Бикмуллов сеяльщиксем пулăшаççĕ. Тырра хире А. Хусеинов водитель турттарать.

О. ПАВЛОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 августа 2018
10:57
Поделиться