Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Августăн 14-мĕшĕ тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 8236 гектар çапса тĕшĕленĕ е палăртнă лаптăкăн 44,6 процентĕнче ĕçе вĕçленĕ.

Йĕтем çине 22474 тонна тырă кĕнĕ. Тухăç пĕр гектартан вăтамран 27,3 центнерпа танлашать.

Вăрлăх сухана (севока) пухассипе те районта хĕрсех ĕçлеççĕ. Унăн тухăçĕ пĕр гектартан - 78,5 центнер.

Выльăхсене хĕл каçарма районĕпе 6210 тонна утă (кирлинчен 75,3 процент), сенаж - 16700 (104,5 процент) янтăланă.

Кĕрхи культурăсене акма 4900 гектар çĕр хатĕрленĕ, 4850 гектар кĕрхи çĕртме тунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 августа 2018
10:57
Поделиться