Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслисем стадионта вăй виçрĕç

14 августа 2018 г.

«Кĕтне» ФСК стадионне иртнĕ шăматкун, августăн 11-мĕшĕнче, физкультурăпа спорта, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем пуçтарăнчĕç.
Физкультурниксен кунĕпе район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, «Кĕтне» ФСК директорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Тихонов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Ремис Мансуров, спорт ветеранĕ Василий Пундяков пухăннисене саламларĕç. Спортра тунă çитĕнÿсемшĕн чи маттуррисене, хастаррисене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.
Спорт уявне килнисем Мария Долгова тренерпа тата аэробика ушкăнне çÿрекен ачасемпе пĕрле ирхи зарядкăна тăчĕç.
Вунпĕр сехетре харăсах темиçе лаптăкра ăмăртусем пуçланчĕç: пляж волейболĕпе, винтовкăран перессипе, чушкăлла, мини-футболла, шашкăлла выляссипе, тăршшĕне сикессипе, чупассипе, ишессипе.
Чи малтанах тĕрлĕ дистанцисене чупассипе ăмăртусем пуçланчĕç. Тĕрлĕ ÿсĕмри арçынсем, хĕрарăмсем, яшсемпе хĕрсем 100, 400 тата 1000, 3000 метрлă дистанцисенче тупăшрĕç. Унта чи хăвăрт чупаканнисем çаксем пулчĕç: Стас Курицын, Ольга Соловьева, Анастасия Авдеева, Владимир Калашников, Роза Ефремова, Артем Филиппов, Татьяна Матросова, Артемий Мартынов, Вероника Ефремова, Николай Волков, Виктория Ефремова, Анастасия Колпакова, Наиль Зарипов, Татьяна Матросова, Эдуард Иванов.
Пляж волейболĕн вăййи хăй тавра куракансене йышлă пухрĕ. Артем Филипповпа Динар Фарахиев /Комсомольски/ яшсем никама та хăйсенчен выляса илме памарĕç. Вĕсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Тимур Ахметовпа Валерий Козлов — иккĕмĕш, Олег Маркеевпа Ришат Ибрагимов виççĕмĕш пулчĕç.
Чушкă вăййине кăмăллакансенчен Василий Пундяков чи маттурри пулчĕ. Вăл — пĕрремĕш вырăнта, иккĕмĕш вырăнта — Владимир Калашников, виççĕмĕшĕ — Василий Батюков. Ветерансем çулĕсене пăхмасăрах спортпа туслă пулни вара чăннипех те ырă пулăм. Вĕсем çамрăксене тĕслĕх кăтартса параççĕ. Ветерансем виçĕ енлĕ те тупăшрĕç. Арçынсенчен Анатолий Давыдов /Хирти Явăш/ чи маттурри пулчĕ. Вячеслав Скворцов /Шурут/ — иккĕмĕш, Геннадий Орлов /Элпуç/ виççĕмĕш пулчĕç. Хăрарăмсем хушшинче Галина Волкова çĕнтерчĕ /Çĕнĕ Каçал/. Елена Яндрова /Асанкасси/, Тамара Перепелкина /Комсомольски/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем винтовкăран тĕл перессипе ăмăртрĕç. Кунта Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков чи çи-вĕччи пулчĕ. Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова — иккĕмĕш, Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Шашкăлла вылякансем хушшинче Николай Индюковпа Ираида Карпова пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç. Анатолий Таркин, Алена Калюкова, Алексей Гаврилов — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Анастасия Авдеева, Татьяна Матросова, Анастасия Коноплева, Динар Фарахиев, Айнур Хамдеев, Артем Мамуткин тăршшĕне лайăх сиксе Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.
Бассейнра ишекенсем хушшинче те хĕрÿ тупăшу пулчĕ. Кунта каччăсенчен Петр Козлов мала тухрĕ. Диас Айзатов — иккĕмĕш, Иван Гончаров виççĕмĕш пулчĕç. Анастасия Сумзина хĕрсем хушшинче финиша чи малтан çитрĕ. Ольга Соловьевăпа Александра Мамуткина — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Мини-футбол вăййинче вара çакăн пек пĕтĕмлетÿсем: «Гигант» команда /Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ/ — пĕрремĕш, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн хастарĕсем — «Исток» команда — иккĕмĕш вырăнта, виççĕмĕшĕнче — «Двор» ушкăн каччисем /Комсомольски ял тăрăхĕ/. Çамрăксен вăййисене сăнанă май вĕсем хушшинче спорта юратакансем йышлă пулни чунтан савăнтарчĕ. Чылайăшĕ шкул саккинченех пуçлать те тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнма, кайран ĕмĕр тăрш-шĕпех сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, ачисене те çавнах хăнăхтарать.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика