АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннин - тĕрлĕ ыйту

17 августа 2018 г.

Ял çыннин - тĕрлĕ ыйту

Ял çыннине пăшăрхантаракан ыйтусем сахал мар. Вĕсенчен чылайăшне власть органĕсемпе пĕрле татса памалл. Çакна тĕпе хурса уйăхсерен Чăваш Республикинче Пĕрлехи Информаци кунне ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ.

Чăваш Енри тĕрлĕ министерствăпа ведомство ертÿçисем ку чухне районсене тухаççĕ. Район администрацийĕн яваплă çыннисемпе пĕрле ялсенче пурăнакансемпе курнăçаççĕ. Республикăри, районти лару-тăрупа паллаштараççĕ, саккунри çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем çинчен каласа параççĕ. Ку хутĕнче ял çыннисемпе пĕрле вĕсем Раççей Федерацийĕнчи пенси законодательствинче малашлăхра пулакан улшăнусем, уй-хирти вырма ĕçĕсем çинчен калаçрĕç. Çавăн пекех вырăнти пуçарусене тĕпе хурса обществăлла инфратытăма аталантарассипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене те тимлĕхсĕр хăвармарĕç.

Августăн 15-мĕшĕнче района ЧР Юстици тата пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева, Патшалăх регистрацийĕн, кадастрпа картографин Федераци службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçин çумĕ Татьяна Васильева килсе çитрĕç.

(Малаллине тĕплĕнрех хаçатăн 60-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулать.)

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика