АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкар уява хатĕрленет

17 августа 2018 г.

Шупашкар уява хатĕрленет

Августăн 19-мĕшĕнче Шупашкар 549-мĕш çуралнă кунне паллă тăвать. Ăна халалласа тĕп хулара канмалли кунсенче тĕрлĕ мероприяти иртĕ.

Мероприяти, чăннипех те, питĕ нумай. Хулан кашни районĕнчех, парксемпе скверсенче тĕрлĕ фестиваль-конкурс, ăмăрту, акципе проект йĕркелĕç. Яланхи пекех уяв кунĕ «Çăлтăрпа пĕрле - зарядкăна» акцирен пуçланĕ. Хула варрипе велочупу иртĕ. Унта пур ÿсĕмри çынсем те хутшăнма пултараççĕ. Çĕршыв акватлонисчĕсем Раççей чемпионĕн ятне çĕнсе илессишĕн вăй виçĕç.

«Амазони» парка хĕрлĕ çÿçлисем пухăнĕç. Вĕсем валли тĕрлĕ конкурс хатĕрленĕ. Унтах «Варени» фестиваль иртĕ. Пĕчĕк ачаллă çемьесем Хĕрлĕ тÿреме «Аист чĕппи» фестивале пуçтарăнĕç. Вĕсем ача кÿмине илемлетес енĕпе тупăшĕç. «Общест-венное признание» конкурс çĕнтерÿçисене тата Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинне чыслĕç.  

Сăмах май, çак хисепе кăçал Крета Валицкая тивĕçнĕ. Вăл 40 çул ытла ертÿçĕре тимленĕ, çав шутра Чăваш Республикин Ĕç тата ĕç тивĕçтерĕвĕн министрĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнă. Кăçал çак ята 35-мĕш хут параççĕ. Ĕнер савăнăçлă лару-тăрура чысланă.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика