Ядринский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Етĕрне муниципаллă округĕ

Етĕрнере çитес çул пуçламăш шкул хута кайĕ

Етĕрне районĕнче 2018 çулхи ултă уйăхри социаллă-экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Малтанах Пуçлăх Етĕрнери 3-мĕш вăтам шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленнипе паллашрĕ. Шкул директорĕ Татьяна Кузнецова ертсе пынипе вăл вĕренÿ класĕсене, библиотекăна, столовăйне, спортзала кĕрсе курчĕ. Пин ытла ача ăс пухакан шкула пысăк хак пачĕ. Çакна палăртмалла: ача нумайран шкулта икĕ сменăпа вĕрентеççĕ. 2019 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Етĕрнере пуçламăш шкул хута каймалла.

Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Софронов район аталанăвĕн хăш-пĕр цифрипе паллаштарчĕ, малашнехи тĕллевсене палăртрĕ. Район пуçлăхĕ Олег Паликин районти ырă тĕслĕхсем çинче чарăнса тăчĕ,  халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ проектсене çынсем ăнланса йышăннине палăртрĕ. Михаил Игнатьев халăхăн коммуналлă пулăшушăн тÿлемелли парăм 20 процент ÿснине пĕлтерчĕ, ăна пĕтерессипе тимлесе ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те хастар пулмалла. 

Канашлура çавăн пекех тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев çакна палăртрĕ: "Пирĕн тĕллев - хамăр ачасен пурнăçне лайăхрах тăвасси". 



"Хыпар"
16 августа 2018
15:29
Поделиться