Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăхаттирсем ытларах савăнтараççĕ

15 августа 2018 г.

Çак кунсенче çĕршыври тĕрлĕ регионта пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусене Пĕтĕм Раççейри çамрăксен IV спартакиадин программипе ирттереççĕ. Август пуçламăшĕнче Ижевскра маунтинбайк енĕпе иртнĕ ăмăртусенче малти виçĕ вырăна Санкт-Петербург хулин, Удмурт тата Чăваш республикисен командисем йышăннă.

Пирĕн ентешсенчен тĕрлĕ дистанцире тата эстафетăллă ăмăртура Патăрьел районĕнчи Ольга Кузьмина, Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче тата В.Ярды ячĕллĕ ятарлă спорт шкулĕнче вĕренекен Евгений Евграфов, Сергей Лукьянов тата Олеся Крылова уйрăмах палăрнă, малти вырăнсенчен пĕрне йышăннă.

Иртнĕ эрнере Çĕнĕ Шупашкартавара 33 регионти 123 штангист вăй виçнĕ. Кунта пĕрремĕш вырăна Мускав хулин команди тухнă. Мускав облаçĕн тата Краснодар крайĕн йывăр атлечĕсем - иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче.

Çивĕч кĕрешỹре чăваш хĕрĕсем уйрăмах пысăк çитĕнỹсем тунă. Хăй вăхăтĕнче Етĕрне районĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тата Шупашкарти В.Краснов ячĕллĕ Олимп резервĕсен училищинче вĕреннĕ тĕнче класлă спорт мастерĕсем Ирина Баймулкинăпа Александра Козлова 53 тата 69килограмлă виçесенче ăмăртса паха результатсем кăтартнă, Пĕтĕм Раççейри спартакиадăн ылтăн медалĕсене çĕнсе илнĕ.

Каччăсен 62 килограмлă виçинче Патăрьел районĕнчи Алманчă тăрăхĕнчи Дмитрий Исаков тĕлĕнтернĕ. Вăл пĕрремĕш хăнăхтарура /рывок/ 110 килограмлă снаряда помост çинчен тỹрех çĕклесе илсе мала тухнă, унтан кăкăр çинчен 142 килограмлă штангăна тĕртнĕ те икĕ енлĕ кĕрешỹре 252 кг пухнă. Санкт-Петербург командин чысне хỹтĕлекен Роман Исламханов 21 çулти чăваш пăхаттирне 26кг выляса ярса иккĕмĕш результат кăтартнă.

Çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа пирĕн республикăра кире пуканĕн спорчĕ те лайăх аталанать. Юлашки çулсенче Елчĕк районĕнчи Сергей Соловьевпа Александр Павлов, Йĕпреç районĕнчи Алексей Иванов тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студентки Анастасия Александрова темиçе хутчен Пĕтĕм тĕнчери турнирсенче, Раççей тата Европа чемпионачĕсенче çĕнтерчĕç. Август пуçламăшĕнче Курск хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисен финалти ăмăртăвĕсенче Чăваш Енри кире пуканĕ йăтакансен команди Челябинск тата Тюмень облаçĕсен пăхаттирĕсем хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Августăн 11-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри физкультурниксен кунне халалласа Шăмăршăри стадионтата кире пуканĕ йăтакансен йăлана кĕнĕ турнирĕ иртрĕ. Кунта хăйсен виçисенче лайăх результатсем кăтартса Шăмăршă районĕн администрацийĕпе Пĕтĕм Раççейри «Динамо» физкультурăпа спорт обществи çирĕплетнĕ наградăсене Елчĕк районĕнчи тĕнче спорт мастерĕ Александр Павлов,çĕршыври паллă атлетсем - Канаш хулинчи Владимир Понихидкинпа Алевтина Евграфова, Патăрьел районĕнчи Ильгизар Махмутов, Шăмăршă районĕнчи Владимир Шуряковпа Наиль Типитов, Самар облаçĕнчен килнĕ хăна Иван Лебедев çĕнсе илчĕç.

Владислав СИДОРОВ

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика