Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ултă пинрен те ирттересчĕ

Патăрьел районĕнче дояркăсен слечĕ иртрĕ. Унта «Пилĕк пинлисен клубĕн» членĕсем, ферма ĕçченĕсемпуçтарăнчĕç. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансемшĕн слет- çуллен кĕтнĕ уяв.

- Мероприятие çулсерен ирттеретпĕр. Кăçал унта малта пыракансемпе пĕрлех юлса пыракан хуçалăхсенете явăçтартăмăр. Пуçтарăннисене районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче малтапыракан хуçалăхри ĕç, кану условийĕсемпе паллаштартăмăр. Унтан отрасльти кăтартусене пĕтĕмлетрĕмĕр. Ыттисен опычĕпе паллашни, пĕр-пĕрне курса калаçни вĕсене малалла тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать, - терĕ Патăрьел районĕн администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Леонид Кузнецов.

Слета хутшăнакансем «Исток» агрофирмăн сĕт-çу фермипе кăсăклансапаллашрĕç. Нумай пулмасть кунта 400ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ технологипе тунăкомплекс хута кайнă. Витере выльăхсене кăкармасăр тăратаççĕ. Сĕт сумаллизал, чĕр тавара сивĕтмелли оборудовании, кану пỹлĕмĕ, душевой… Ĕç-хĕлейăлтах автоматизациленĕ.Çĕнĕ фермăра 10 çын ĕçе вырнаçнă. Чаплă комплекстума 76 млн тенкĕ тăкакланнă.Çав шутра кредит - 59 млн, хăйсен укçине 17млн тенкĕ хывнă.

- Пирĕн тĕллев –ĕçлеме, тивĕçлĕшалу илме, выльăх апачĕ хатĕрлеме йĕркеллĕ условисем туса парасси,- палăртрĕ хуçалăх ертỹçи АлександрИлюткин.

Ĕçе çамрăксене явăçтарасси те тĕпвырăнта. Хальхи вăхăтра кунта квалификациллĕ яш-кĕрĕм сахал мар.

Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче. Районпуçлăхĕ Рудольф Селиванов каланă тăрăх, паха апат çителĕклĕ хатĕрлесен çитес çул клуб членĕсен йышĕпалăрмаллахỹсмелле. Нумайăшĕнвара çулталăкри сĕт кăтартăвĕ 6 пинкилограмран та иртмелле.

Кăçалхи август уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлнеПатăрьел тăрăхĕнчи мĕн пур категоририхуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх 20 пин пуç,çав шутра сăвăнаканни – 8274. Иртнĕçулхи çак тапхăртипетанлаштарсан 127 ĕне ытларах. Кăçалхиçичĕ уйăхра районта 27 пин тонна сĕтсунă.Çав шутра хушма хуçалăхсенче -19 пин, предприятисенче – 5,6 пин, фермер хуçалăхĕсенче 1,7 пин тонна.

Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх725 пуç(иртнĕçулхи çак тапхăртипетанлаштарсан 105 процент).Çав шутра сăвăнаканни - 384 пуç. 2018 çулхиянварь-июнь уйăхĕсенче аш-какай -64,9 (пĕлтĕрхин 126 проценчĕ), сĕт 1354тонна (116 процен) туса илнĕ. Пĕр ĕнепуçне çак тапхăрта вăтамран 3591 кг сĕтсунă.Ĕççыннисен уйăхри вăтам шалăвĕ18 пин тенкĕ ытла.

Районтавыльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталанса пырать-ха.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕнче хушма хуçалăхсен пĕлтерĕшĕте пысăкĕ Чылай çемье 2-3 ĕне усрать, аш-какай, сĕт сутса тупăш илет.Пала, хальхи вăхăтра çивĕч ыйту – чĕртавар хакĕ. Иртнĕçулсенче 1 литр сĕте20 тенкĕрен кая мар туяннă май ялсенче кĕтỹ палăрмаллах пысăкланчĕ. Анчах сутлăх хак сасартăк чакса кайни пăшăрхантарать. Чăн та, халĕ вăл майĕпенỹсме тытăнчĕ-ха.Çапах унчченхикăтартăва çитсе пулĕ-ши.

Акă Патăрьел районĕнче мĕн пур категорири хуçалăхсенчен 50 усламçă куллен 127 тонна сĕт пуçтарать. Чĕр тавара сивĕтсе тирпейлессипе 9 предприяти ĕçлет. Паллах, вĕсем ытларах хушмахуçалăхран йышăнаçç. Анчах ял çыннисен ĕçне тивĕçлипе хакламанни шухăшлаттарать. Август уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне1 л сĕте 12,5-13 тенкĕпе туяннă.Çав хушăрах Элĕк )1 л - 14-15 тенкĕ), Вăрнар  (14), Канаш (13-14), Хĕрлĕ Чутай (13-15),Пăрачкав (14-15), Етĕрне (13-15) районĕсенче кăтарту пысăкрах. Мĕнрен килетçакă. Районта конкуренци пысăкки техака хăпартаймасть-мĕн. Усламçăсемпĕри тепринчен иртме хăяймаççĕ тейĕн.

Ял хуçалăх организацийĕсенчесĕт пăрăхĕ,ăна сивĕтме оборудованиивырнаçтарнăран пахалăхĕ те лайăхрах,çавна май хакĕ те пысăкрах. Кунтакаллех кам мĕнле сутма пултарнинчен- калаçса татăлнинчен килет.

- Сĕт сахал антаракан ĕнесене тытнитăкакланни кăна. Мĕн чухлĕ сунине куратупăшĕ кĕрет-çке, - теççĕĕçченсем.

Патăрьел районĕнче иртнĕçул мĕнпур категорири хуçалăхсенче ĕне пуçне5600 кг сĕт сунă.«Кăçал ултă пинеçитесчĕ, иртесчĕ», - терĕçĕçченсем. Улттăран иртнисем пур ĕнтĕ. Акă«Красное Знамя» ЯХПКра çулталăкра ĕнепуçне 6194 кг сума пултарн. Кунта Надежда Ларионов, Ирина Кузнецова, Галина Чиркина, Анастасия Сулагаева, Елена Вробьева, Светлана Нилова дояркăсем чăннипех маттур, ыттисемшĕнырă тĕслĕх. Радий Бикчурин фермерхуçалăхĕнчи кашни ĕнерен 5982 кг сĕтсунă (дояркисем - Наталья тата ОльгаРодинăсем).«Исток»,«Батыревский», «Звезда» хуçалăхсемпе Р.Ш.Санзяповфермерăн кăтартăвĕсем те пилĕк пинрен иртнĕ. Слетра малта пыраканĕçченсене парнесем парса чысларĕç.

Лариса НИКИТИНА

 



"Хресчен сасси"
15 августа 2018
09:59
Поделиться