Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Картиш илемленсех пырать

10 августа 2018 г.

Картиш илемленсех пырать

Халăх пурăнакан вырăнсене тата общество хутлăхĕсене тирпей-илем кĕртесси пурне те пырса тивекен кирлĕ ĕç шутланать. Хамăр пурăнакан картиш сăн-сăпачĕ, унта çутă та таса пулни, йывăç-тĕм, чечек клумбисем, уçăлса çÿремелли тата ачасем валли канмалли вырăнсем, меллĕ саксем, автомобиль тăратмалли вырăнсем пурри-çукки кашни çыншăнах пĕлтерĕшлĕ.
- Çынсен шухăшне шута илсе эпир ку чухнехи хула хутлăхне йĕркелес, картиш территорийĕсемпе общество хутлăхĕсене тирпей-илем кĕртес ĕçе малалла тăсатпăр,-тенĕ Патшалăх Канашне янă Çырура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Хальхи вăхăтра пирĕн районти Тăвай ялĕнчи Кооперативнăй урамри 20, 22-мĕш çуртсен картишĕнче ку енĕпе вăй хураççĕ. Макаров хресчен фермер хуçалăхĕнчи работниксем тăрăшаççĕ унта. Ку коллективăн авторитечĕ районта ÿссех пырать, ялсенчи çулсене юсас енĕпе те ĕçе тĕплĕ тăваççĕ иккен.
Иртнĕ канмалли кун каç-ченех трактор сасси кĕрлерĕ пирĕн картишĕнче. Ответлăха туйса ĕçлекенсен кăмăл-туйăмĕпе паллашма та май пулчĕ шăпах.
Грейдер хăйăр куписемлĕ лапама, каялла-малалла кайса, якататчĕ, тăватă арçын тротуар хĕрринче темĕн тăватчĕç.
-Вăй патăр. Мĕн ĕçлетĕр;-сăмах хушрăм вĕсен çывăхне пырса.
-Ĕçлемесĕр хырăм тăран-масть,-шÿтрен пуçларĕç строительсем калаçăва.- Тротуар хĕррипе бордюрсем вырнаçтаратпăр, пурĕ пĕр пин штук хумалла, çанталăкĕ те халлĕхе пире пулăшать ав, стройматериалсене илсе килсех тăраççĕ, тар кăларса ĕçлемелле кăна.
Паллашрăмăр, Вячеслав Яковлев, Евгенийпе Андрей Афанасьевсем, Илья Емелин хăйсене шанса панă тивĕçсене вăхăтра пурнăçлассишĕн тимлеççĕ, шăрăха пăхмасăр, бордюрсене кирлĕ çĕре вырнаçтарса лартса, растворпа çирĕплетеççĕ вĕсене. Ĕçе çыпăçуллă тăваççĕ. 
Грейдер сасси илтĕнми пул- чĕ кĕçех, кабинăран вăтам пÿ-ллĕ арçын тухса пирĕн еннелле утрĕ.
- Эпир федераци çул-йĕ- рĕ çинче те чылай вăй хунă, тĕллевĕмĕрсене яланах вăхăтра пурнăçланă. Кунти ĕçсене юпа уйăхĕнче вĕçлемелле пирĕн. Ачасене выляса ярăнмалли оборудованисем вырнаçтарĕç, автомашинăсем лартмалли хăтлă площадка пулĕ, уçăлса лармалли саксем илем кÿрĕç çуртсен умĕсене, ку картишне ялăн тĕп урамĕпе, асфальтлă çул сарса, çыхăнтарĕç. Кунта пурăнакансен куçĕ умне хула хăтлăхĕ тухса тăрĕ кĕçех,- калаçăва пуçăнчĕ Юрий Нестеров грейдерист.
Самантран çывăхра тăракан каток сасси илтĕнме пуçларĕ. Илья Емелин ларнă иккен руль умне. Хăйăрлă лапама хĕрсех якатса пусăрăнтарчĕ асăннă транспортпа пĕр хушă.
Тунтикун пирĕн картишĕнче каллех шăплăх хускалчĕ. Вĕтĕ чул илсе килсе тăкрĕç малтан, ăна сапаласа пусăрăнтарчĕç. Тепĕр ушкăнĕ тротуар айккисене бордюрсем малалла хучĕ. 
Çапла куллен тенĕ пекех картиш сăн-сăпачĕ улшăнсах пырать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика