Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕрлехи информаци кунĕ

Августăн 15-мĕшĕнче республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн темисем: пенси законодательствине кĕртме планлакан улшăнусем çинчен; республикăри ялхуçалăх отраслĕнче уй-хир ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен. Кунсăр пуçне вырăнти халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ обществăлла инфратытăма аталантарассипе тата тавралăхра хăтлă хула хутлăхĕ туса хурассипе çыхăннă проектсене пурнăçласси çинчен ыйтăва та сỹтсе яваççĕ. Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан çынсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тата шыв объекчĕсем çинчи хăрушлăхпа тивĕçтересси çинчен те сăмах хускатаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 августа 2018
09:56
Поделиться