Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Фермерсем канашланă

Правительство çуртĕнче Чăваш Енри фермерсен пĕрремĕш съезчĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев та хутшăннă.

Съезда пуçтарăннисем фермер хуçалăхĕсене, кооперацисене аталантарас, ял çыннисен пурнăç шайне çĕклес тата ытти ыйтăва сỹтсе явнă.

Çавăн пекех съезд ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов ертсе пыракан ушкăн - фермерсемпе ял хуçалăх производство кооперативĕсен ертỹçисем - хутшăннă.

(Хамăр корр.).



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 августа 2018
09:55
Поделиться