АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Больницăра - юсав ĕçĕсем

14 августа 2018 г.

Больницăра - юсав ĕçĕсем

Элĕкри тĕп больницăра сипленекенсенчен палатăсенче сивĕ пулнине, кĕркуннепе хĕллехи вăхăтра уйрăмах чÿречесенчен çил вĕрнине пĕрре мар илтнĕ. Çакна сиплев учрежденийĕн администрацийĕ те хирĕçлемесчĕ. Чÿрече рамисем кивелсе çĕрĕшнĕрен ку енĕпе лару-тăру лайăхах маррине палăртатчĕ. Çавăнпа та чÿречесене çĕнетессине больницăн тĕп врачĕ Валерий Егоров 2018 çулхи тĕп плансен шутне кĕртнĕччĕ. Иртнĕ тапхăртах ĕçе пуçăнма республика бюджетĕнчен укçа куçасси тата подряд организацине палăртассипе çыхăннă хăш-пĕр самантсем тытса тăнă.

Августăн 6-мĕшĕнче вара «Долимакс» тулли мар яваплă обществăн ĕçченĕсем ăшă тытма пăрахнă чуречесем вырăнне пластик кантăксем лартма пуçланă.

Валерий Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, строительсем поликлиникăри мĕнпур пÿлĕмĕн чÿречисене ылмаштараççĕ. Çавăн пекех пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнчи кабинетсене те çĕнетеççĕ, больницăн ача-пăча уйрăмĕнче ку тĕлĕшпе хăтлăх кĕртеççĕ. Кунсăр пуçне терапи уйрăмĕнче, чирлисене валли уйăрнă палатăсенче çĕнĕ йышши кантăксем лартаççĕ. Элĕк- ри тĕп больницăн хуçалăх пайĕн начальникĕ Валерий Иванов шучĕпе, çакă уйрăмах чирлисем выртакан палатăсенче ăшă тытаслăхне ÿстерет. Строительсем палăртнă ĕçе кĕске вăхăтрах вĕçлес тĕлĕшпе, канмалли кунсене пăхмасăр, мĕн ир пуçласа каçченех тимлеççĕ. Ку ĕçе сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле пулсан, паян 50 процентне пурнăçланă та. Чÿречесене çĕнетме кăна сиплев учрежденине 830 пин тенкĕ уйăрнă.  

Çав вăхăтрах строительсен тепĕр ушкăнĕ сиплев корпусĕн тĕп çурчĕн тăррине тĕпренех çĕнетессипе тимлет. «Громекс» строительство организацийĕн ушкăнĕ» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсен строительство ĕçĕсене 2 миллион тенкĕлĕх пурнăçламалла. Республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе çурт тăррине улăштарĕç. 10 çынран тăракан ушкăн август пуçламăшĕнче ĕçе пуçăннă.

«Премьер» организаци ĕçченĕсем вара поликлиникăн çурт тăррине тăвассипе тимлеççĕ, çакна валли 3 миллион тенкĕ уйăрнă. Маччана ăшă тытмалла тăваççĕ, ятарлă строительство материалĕсене икĕ сийпе хураççĕ. Çавăн пекех хушма карниз тăвассине те планланă ку хутĕнче. Çурт тăррине витекенсем те канмалли кунсемсĕрех тăрăшаççĕ. Строительсем çынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ объекта юсанине тĕпе хурса яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Валерий Егоров вара район çыннисене строительство ĕçĕсем пынă вăхăтри тĕрлĕ чăрмавсемшĕн ăнланма ыйтать.

Э.ЭЛИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика