Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Район спорт уявне йыхравлать

Çулсерен августăн иккĕмĕш шăматкунĕнче пирĕн çĕршывра пĕтĕм Раççейри Физкультурник кунне паллă тунине пурте пĕлеççĕ. Пĕтĕм халăхăн юратнă уявне районта та кăмăллаççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытакансем кирек мĕнле йывăр ĕçе те пурнăçлаççĕ, вĕсен нимĕнле сиенлĕ йăла-йĕрке те çук. Тата кун пеккисене çемьере те, ĕçре те хисеплеççĕ. Спортпа туслă çынсемпе районта та ĕмĕр тăршшĕпех мухтаннă. Вăрçă хыççăнах саласемпе ялсен урамĕсенче вылямалли площадкăсем, гимнастика снарячĕсем йĕркеленнĕ. Ял халăхĕ лапталла, волейболла, футболла вылянă, чупассипе ăмăртнă тата ытти те. Кашниех вăйлă, сывă та хитре пулма тăрăшнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-90-мĕш çулĕсенче районта массăллă физкультурăна аталантармалли çирĕп никĕс хуракан пултаруллă йĕркелỹçĕсем çаксем: Виктор Григорьевич Ильин, Иван Андреевич Яружин, Василий Петрович Ефимов, Константин Александрович Грузинов, Виталий Васильевич Калистратов, Юрий Никонович Григорьевский, Алексей Михайлович Никитин, Александр Николаевич Ярайкин, Юрий Иванович Столяров. Вĕсен йышĕнчех районти шкулсенчи физкультура учителĕсем: Владимир Васильевич Селенин, Николай Валерьевич Уливанкин, Роза Ивановна Ландышева, Людмила Алексеевна Михуткина, Раиса Николаевна Никитина, Николай Васильевич Судаков тата Сергей Владимирович Эзенкин (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ), Валерий Ефимович Романов, Игорь Дмитриевич Волков, Васса Ивановна Эзенкина, Федор Васильевич Игушкин, Борис Прокопьевич Вазиков, Юрий Павлович Павлов, Алексей Михайлович Никитин (Атнар шкулĕ), Николай Александрович Иванов, Владимир Александрович Михеев, Леонид Иванович Фондеркин тата Владимир Валерьянович Кукушкин (Мăн Этмен шкулĕ), Николай Андреевич Катейкин, Иван Алексеевич Иванов (Тралькасси шкулĕ), Валерий Константинович Романов, Николай Федорович Михеев, Вячеслав Иванович Мерескин (Серенкасси шкулĕ), Валентина Вячеславовна Моисеева, Светлана Николаевна Петрейкина (Çĕн Атикасси шкулĕ), Юрий Яковлевич Сидоров, Валентин Ефимович Харитонов, Игорь Иванович Тихонов (Хусанушкăнь шкулĕ), Василий Петрович Ефимов, Константин Александрович Грузинов, Николай Гаврилович Ерофеев, Владимир Васильевич Семенов, Иван Иванович Сатлайкин (Штанаш шкулĕ), Галина Егоровна Медведева (Тури Çĕрпỹкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкул), Николай Спиридонович Яковлев (Хăмарккари сакăр çул вĕренмелли шкул), Александр Николаевич Бронюков, Нина Алексеевна Торейкина, Владимир Валентинович Герасимов (Питĕркассинчи сакăр çул вĕренмелли шкул), Юрий Вячеславович Порфирьев, Николай Петрович Москалев, Юрий Николаевич Ельмов (Мишеркасси шкулĕ), Роза Федоровна Печникова, Юрий Васильевич Никифоров, Владимир Федорович Элеменкин (Туктамăшри сакăр çул вĕренмелли шкул), Мария Андреевна Кашина (Уйпуçри сакăр çул вĕренмелли шкул), Георгий Петрович Канцеляров (Пантьăкри сакăр çул вĕренмелли шкул), Валерий Евгеньевич Ягодейкин (Хурашашри сакăр çул вĕренмелли шкул), Геннадий Михайлович Куропаткин (Березовкăри сакăр çул вĕренмелли шкул), Юрий Михайлович Морозов, Юрий Васильевич Гурьянов (Шулюри сакăр çул вĕренмелли шкул), çамрăксен спорт шкулĕн пĕрремĕш тренер-преподавателĕсем: Николай Васильевич Судаков, Владимир Федорович Элеменкин, Геннадий Никонорович Огаринов, Петр Михайлович Тверсков, Николай Андреевич Законов, Владимир Николаевич Кузнецов, Андрей Павлович Фондеркин, Юрий Анатольевич Бронюков тата ыттисем те.

Районти хальхи çамрăксем те çав спорт йăли-йĕркине пăхăнаççĕ. Пур массăллă физкультурăпа спорт мероприятийĕсем "Вăйлисене - медальсемпе призсем, çирĕп сывлăхĕ - пурне те" девизпа иртеççĕ. Палăртмалла, районти аталаннă физкультурăпа спорт инфратытăмĕ спорт сооруженийĕсемпе туллин усă курма май парать. Паянхи кун республикăн спорт резервĕ валли пултаруллă çамрăксене хатĕрлеме пур майсем те çителĕклĕ. Районта пурăнакансемпе хăнасене "Хастар" керменĕ хаваспах йышăнать, унта бассейн, 14 спорт залĕ, 78 спорт сооруженийĕ, 3 тир тата "Чавалти" хĕллехи сиплев центрĕ пур. Районти шкулсенчи спортзалсем те çĕнелсе пыраççĕ, вĕсенче юсав ĕçĕсем иртеççĕ. Акă паянхи куна вĕренỹ учрежденийĕсенчи сакăр спортзалтан пиллĕкĕшĕнче юсав ĕçĕсем тунă. Ку кăтарту республикăра лайăххисенчен пĕри. Районта çулсерен республика шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Кăçалхи çур çулта салтак çулне çитменнисен республикăри Спартакиади, тĕрлĕ Кубоксен спартакиадисем, регион-сем хушшинчи "Сăр тăрăхĕ - шахмат тăрăхĕ" тата ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕсем, ытти спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Хĕллехи кунсенче йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсем савăнтарчĕç. Кашни уйăхрах Сывлăхпа спорт кунĕсем ирттерни йăлана кĕчĕ. 2018 çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне сывă пурнăç йĕркине тытакансен шучĕ те ỹсрĕ. Районта пурăнакансен 41,2 проценчĕ, 6065 çын, спорта кăмăллать. Кăçалхи ултă уйăх хушшинче районти массăллă спорт ăмăртăвĕсене 5567 çын хутшăнчĕ. 2356 çын ГТО спорт комплексне тытма кăмăл турĕ. Асăннă тапхăрта 281 çын ГТО комплексăн паллине илчĕ. Ку енĕпе хĕрлĕчутайсем республикăра та лайăххисен йышĕнче.

"Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕ тăрăшнипе районта çултан-çул Раççей спорт мастерĕн кандидачĕсем "çуралаççĕ", вĕсем республикăри пĕрлештернĕ командăсен тытăмне кĕрсе çĕршывĕпех палăраççĕ. Тĕнче класĕн спорт мастерĕсем çаксем: Туктамăшра çуралнă Елена Грузинова (Бронюкова), Тумликассинче çуралнă Римма Пушкина (Ульянова), Карăкçырми ялĕнче çуралнă Наталья Шивирева (Кокшина). Спорт мастерĕсем те йышлă: Надежда Гусельщикова, Альфред Ульянов, Владимир Ярайкин, Аркадий Туйманов (Хĕрлĕ Чутай), Юрий Майоров (Тралькасси), Раиса Шивирева (Карăкçырми), Владимир Ульянов (Тумликасси), Юрий Бронюков, Алексей Шереметьев (Туктамăш), Андрей Осипов (Туканаш), Юрий Михайлов (Пысăк Сĕнтĕр), Александр Моисеев (Питĕркасси), Владимир Гаденкин, Наталья Лисаева (Хирлỹкасси), Андрей Офишкин (Мучикасси), Татьяна Михопарова (Кỹпеш), Дмитрий Козлов (Ачкасси).

Кăçал кире спортне кăмăллакан Дмитрий Козловпа Леонид Ярадов Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçрĕç, пĕрремĕш спорт разрядне "Хастар" спорт комплексне çỹрекен Николай Прокопьев, Игорь Бронюков тата Максим Ухтеров (тренер-преподавателĕсем - Юрий Бронюков, Юрий Столяров) пурнăçларĕç. Иртнĕ çулхи çур çулта икĕ атлет кăна спортăн пĕрремĕш разрядне пурнăçлама пултарчĕ.

1981 çулта уçнă çамрăксен спорт шкулĕнче, хыççăн "Хастарта", 444 çамрăк вĕренет. Вĕренỹ учрежденине Вячеслав Дадюков ертсе пырать. Кунта çак тренер-преподавательсем вăй-халне туллин парса ĕçлеççĕ: Николай Судаков, Ирина Родионова (волейбол), Владимир Элеменкин (йĕлтĕрçĕсен уйрăмĕ), Юрий Столяров, Сергей Эзенкин (ишесси), Владимир Герасимов (футбол), Петр Кузьмин (ирĕклĕ майпа кĕрешесси), Юрий Бронюков (кире спорчĕ). Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан 647 çын ултă уйăх хушшинче массăллă спорт разрячĕсене тивĕçрĕ. Райадминистрацин вĕренỹ пайĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин секторĕ те яшсемпе хĕрсене спорта явăçтарас енĕпе ĕçлет, каникулсем вăхăтĕнче те тĕрлĕ ăмăртусемпе турнирсем йĕркелет. Çапла, районти 56 спортсмен кăçалхи çур çулта республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса призерсен йышне кĕме пултарчĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, çамрăксене патриотизмла воспитани парас тĕллевпе çулсерен февраль уйăхĕнче комплекслă спорт мероприятийĕсем ирттеретпĕр. Вĕсене Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунне, воин-интернационалистсене халалласа (оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕпе килĕшỹллĕн) йĕркелетпĕр. Çуллахи уйăхсенче ялсенчи стадионсенче те массăллă стартсемпе турнирсем иртеççĕ.

Районта физкультурăпа спорта хисепе хуракан ĕç коллективĕсем чылай. Чи малта пыраканни - райпо коллективĕ (председателĕ - Александр Степанов). Вăл республика шайĕнчи, Чăвашпотребсоюз ирттерекен ăмăртусене хутшăнса çулсерен призерсен йышне кĕрет. "Нива" хуçалăхăн команди (ертỹçи - Владимир Мурайкин) кăçал мини-футболла выляса районта чемпион пулчĕ. Район сучĕпе прокуратурин "Фемида" команди (капитанĕ - Юрий Михайлов) волейболистсен чылай ăмăртăвĕпе турнирĕнче призерпа çĕнтерỹçĕ пулма пултарчĕ, республика шайĕнче те палăрчĕ. Райбольницăн тата "Пилеш" ача сачĕн ĕç коллективĕсем те спортпа самай туслă. Иван Игнатьевпа Татьяна Карпова çак енĕпе курăмлă ĕçлени сисĕнет.

Кăçал "Чавал" уçланкăра та чылай мероприяти ирттертĕмĕр. Хĕллехи трасса çинче январь-март уйăхĕсенче сакăр массăллă мероприяти пулчĕ. Унсăр пуçне кунта йĕлтĕрçĕсен тренировки иртет.

Районта пурăнакансем çуллахи кунсенче тĕнче Чемпионатĕнче Раççей футболисчĕсен пĕрлештернĕ командишĕн савăнчĕç. Командăра Сергей Игнашевич выляни те савăнтарчĕ пуль. Футбол вăййине юратакансем сахал мар-çке районта. Акă Питĕркасси ял тăрăхĕн "Спартак" стадионĕн уй-хирĕ юлашки 25 çул хушшинче республикăра чи лайăххи шутланать. Вăл районти тата республикăри футбол командисене çулсерен йышăнать.

Çамрăк ăру физкультура урокĕсене çỹресе шкул программине алла илет. Вĕсене спорт ветеранĕсем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсем: Валентин Харитонов, Людмила Михуткина, Илья Иванов, Александр Волков тата ыттисем те. Физкультурник кунĕ умĕн районти физкультурăпа спорт аталанăвне спорт ветеранĕ - Раççейĕн пĕрремĕш спорт мастерĕ (кире енĕпе) Владимир Ульянов пысăк тỹпе хывнине палăртас килет.

Хисеплĕ юлташсем, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем тата спорта юратакансем! Сире пурне те паян, августăн 10-мĕшĕнче, пĕтĕм Раççейри Физкультурник кунне уявлама йыхравлатăп. Спорт мероприятийĕсем 14 сехетре районти тĕп стадионта пуçланаççĕ.

Алексей НИКИТИН, райадминистрацин вĕренỹ пайĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин секторĕн заведующийĕ.



"Пирěн пурнăç"
10 августа 2018
11:25
Поделиться