Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр саккунне пăхăнмалла

10 августа 2018 г.

Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсемпе ĕçлекен муниципалитетсем хушшинчи уйрăмĕнче патшалăх çĕр надзорĕпе çыхăннă пĕрремĕш çур çулти ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.
Альбина Петрова госинспектор районта çĕр саккунĕн ыйтăвĕсене мĕнле пăхăннине хак пама 6 уйăхра 95 тĕрĕслев ирттернĕ, 96 çĕр участокне тĕрĕсленĕ. Çĕр саккунне пăснă 36 тĕслĕхе тупса палăртнă.
Час-часах тĕл пулакан тĕслĕхсен шутне çĕр участокне хăй ирĕкĕпе йышăнни, Раççей саккунĕсенче çирĕплетнĕ правасемсĕрех çĕр участокĕпе усă курни кĕреççĕ. «Çынсем хăйсен участокĕсене урам шучĕпе анлăлатаççĕ, выльăх-чĕрлĕхе, килти кайăк-кĕшĕке çÿретме карта тытса хураççĕ. Пушă çĕрсем çинче мунча, гараж, сарай туса лартаççĕ, ку саккуна хирĕç пулнине ăнланмаççĕ. Пур çĕр участокĕн те хуçи пур: уйрăм çын, е хула-ял, район администрацийĕ, е республика, е Раççей Федерацийĕ. Участокпа усă курма ятарлă документ пулмалла, унсăрăн ку саккуна пăсни пулĕ», — палăртать Альбина Петрова.
Саккуна пăснă тĕслĕхсене ытларах Элпуç тата Тукай ял поселенийĕсенче тупса палăртнă. Хальлĕхе 23 тĕслĕхри çитменлĕхсене тÿрлетнĕ. Ку енĕпе Александровка ял поселенийĕнче ĕç аван пырать. Уйăрса панă вăхăтра саккуна пăснă çыннăн е картана куçарса лартмалла, е документсене йĕркене кĕртмелле. Инспектор çакна тĕрĕслет, палăртнă çитменлĕхсене тÿрлетме нимĕн те туман пулсан, документсене суда ярса парать.
Районта 14 административлă тишкерÿ ирттернĕ, вĕсен кăтартăвĕсемпе 4 тĕслĕхре планпа çирĕплетмен тĕрĕслевсем йĕркелеççĕ.
Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика