Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйту чылай

10 августа 2018 г.

Августăн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче анлăлатнă канашлу иртрĕ. Канашлура районăн çур çулти социаллă-экономикăлла аталанăвне сÿтсе яврĕç, малашнехи плансене палăртрĕç.
Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район админи-страцийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, тĕрлĕ организацисен, предприятисемпе учрежденисен ертÿçисем, район администрацийĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Çивĕч ыйтусене пăхса тухнă çĕре ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов тата Пенси фончĕн Канашри управленийĕн начальникĕн çумĕ Дамир Сабиров та хутшăнчĕç.
Районăн 6 уйăхри социаллă-экономикăлла аталанăвĕпе Александр Осипов паллаштарчĕ. Вăлах кăçалхи иккĕмĕш çур çулти тĕллевсене уçăмлатрĕ. Александр Николаевич палăртнă тăрăх, пĕрремĕш çур çулта районти тупăшăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 218005 пин тенкĕ пулнă. Ку пĕлтĕрхин 109,6 проценчĕпе танлашать. Социаллă сферăна тата культурăна 185193,1 пин тенкĕ янă. Вĕсенчен вĕренÿ сферинчи учрежденисемпе мероприятисем çине 157985,4 пин тенкĕ уйăрнă. 15 муниципаллă программăна пурнăçа кĕртме кăçал 569971,8 пин тенкĕ яма палăртнă.
Иккĕмĕш çур çулти чи паллă тĕллевсем — бюджета налуксем кĕни ÿссе пынине сыхласа хăварасси, районăн тата ял поселенийĕсен бюджечĕсен харпăр тупăшĕсене ÿстересси, бюджета тухăçлă тăкакласси, харпăрлăхпа çыхăннă тÿлевсен парăмĕсене ÿсесрен асăрхаса тăрасси.
Петр Краснов пурнăçланакан обществăлла ĕç çинчен каласа пачĕ, района малалла аталантарасси çине тимлĕх уйăрчĕ.
Дамир Сабиров пенси саккунĕнче пулса иртнĕ улшăнусемпе паллаштарчĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — пенси шайне инфляцирен хăвăртрах ÿстерсе пырасси, пенси тÿлеме каякан тăкаксене бюджетăн майĕсемпе шайлаштарса пырасси, ĕç ресурсĕсем сахалланса пынине пăхмасăр çĕршывăн экономикине малалла аталантарасси.
Канашлура çавăн пекех автоçулсене тăвассине, сывлăх сыхлавĕнчи, вĕренÿри, культура, физкультура тата спорт сферисенчи çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ял хуçалăхĕнчи паянхи лару-тăрупа паллаштарчĕ, патшалăх агропромышленноç комплексне паракан пулăшу ÿсни çине тимлĕх уйăрчĕ. Юлашкинчен Сергей Геннадьевич палăртнă тĕллевсене планпа килĕшÿллĕн пурнăçлама сĕнчĕ, курăмлă кăтартусем тума сунчĕ.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика