Александровское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисем — вырмара

10 августа 2018 г.

Çурла уйăхĕ çĕр ĕçченне çĕнĕ тухăçпа савăнтарать. Уйра комбайнсем ăмăртмалла тырă вырнине кирек кам та çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпах сăнать-тĕр… Пучахсем тулли пулсан чун пушшех те савăнать: эппин, тăрăшни сая кайман. Акă, пĕр пусă пушанать, каярах — тепри… Тирпейлĕ хуçалăхра вĕсенче çийĕнчех çĕртме тума пикенеççĕ. Район администрацийĕнче тăрăшакансем те вырма ĕçĕсем вырăнта епле пынипе кăсăклансах тăраççĕ.
Акă, августăн 7-мĕшĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Вячеслав Никифоров «Слава» ЯХПК, «Искра» колхоз тата «Родина» фермер хуçалăхĕн уйĕсене çитсе унти ĕç-хĕлпе паллашнă.
«Слава» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи механизаторсем çак кун урпа уйĕнче тăрăшнă. Августăн 7-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 212 гектар çинчен пухса илнĕ, 543 тонна çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектарти вăтам тухăç — 25,6 центнер.
— Кĕрхи культурăсене акса хăварма хальлĕхе 160 гектар çĕр хатĕрленĕ, — палăртнă Михаил Буслаев председатель.
«Искра» колхоз ĕçченĕсем çурхи тулла çапса тĕшĕленĕ. Гектарти вăтам тухăç 26,3 центнерпа танлашать. Александр Осипов механизаторсене ывăнмасăр ĕçлеме, çитĕннĕ тыр-пула тăкаксăр тата çывăх вăхăтра пуçтарса кĕртме ырлăх-сывлăх суннă.
«Родина» фермер хуçалăхĕнче те, ытти çĕрти пекех — хĕрÿ ĕççи тапхăрĕ. Ĕçченсем пиçсе çитнĕ тыр-пула выраççĕ, тĕшĕлеççĕ, хатĕрскере пуçтарса кĕртеççĕ. Вăтам тухăç — 20 центнер. Çавăн пекех вĕсем кĕрхисем валли 120 гектар çĕр хатĕрленĕ.
— Ĕçе чунтан парăнни, ăна тĕплĕн пурнăçлани пысăк тухăç илме пулăшать, — тенĕ Александр Осипов.
/ХАМĂР ИНФ./

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

      

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика