АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслисен пулăшăвĕ кирлĕ

10 августа 2018 г.

Аслисен пулăшăвĕ кирлĕ

 

Элĕк салин чиркĕвĕ çумĕнче вырсарни шкулĕ ĕçлени çинчен тăтăшах хыпарласа тăратпăр ĕнтĕ. Хальхинче те вĕсем пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçе пуçăнни çинчен пĕлтерме кăмăллă. Вĕрентекенсем ертсе пынипе ачасем «Соработничество» фонд йĕркеленĕ «Чăваш çĕрĕ çинчи православи пуçарăвĕ» конкурса «Чиркÿ историйĕн саккийĕ çинче» проектпа хутшăнаççĕ.

Регион шайĕнче экспертсем Элĕксен ĕçне пысăк хак панине палăртмалла. Унпа тĕплĕнрех «Начинание» сайта http://nachinanie.ru/Project/Index/76394#myCarousel адреспа кĕрсе паллашма май пур. Çавăн пекех кунтанах ырă çынсем проекта укçа-тенкĕпе пулăшу пама пултараççĕ. Укçа хывмалли чи пĕчĕк виçе 10 тенкĕпе танлашать. Конкурс августăн 30-мĕшĕччен пырать.

Ырă туни ырăпах таврăнать теççĕ халăхра. Хальхинче ачасен ырă пуçарăвĕ пурнăçа кĕресси аслисен пулăшăвĕнчен килет.

Проект ятне «Чиркÿ историйĕн саккийĕ çинче» ят пани те ăнсăртран мар. Элĕкри Тасаран та таса Турă Амăшĕн чиркĕвĕн картишĕнче ачасем саксем ăсталаса вырнаçтарма палăртаççĕ. Вĕсенчен кашниех Элĕк чиркĕвĕн истори тапхăрĕпе çыхăнĕ.

Надежда ИВАНОВА, вĕрентекен.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика