АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир ĕçĕпе паллашнă

10 августа 2018 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов тата ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров «Авангард» ял хуçалăх предприятийĕнчи вырма ĕçĕсемпе паллашнă. Ку хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1088 гектар йышăнаççĕ, çав шутран кĕрхи культурăсем - 140 гектар. Уйра - икĕ опытлă комбайнер. Владимир Назаров тата Олег Рафинов «Дон-1500», «Вектор» комбайнсене ĕçлеттереççĕ. Лев Леонидов водитель «Зил-545» автомашинăпа ылтăн пек тырра йĕтем çине турттарать. «Авангард» хуçалăх председателĕ Сергей Петров кĕрхи культурăсене вырасси вĕçленни çинчен пĕлтернĕ. Кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлессипе те ĕçлеççĕ. Кĕрхи тулă лаптăкне 500 гектара çитерме палăртнă.          

Августăн 9-мĕшĕ тĕлне илсен, районти мĕнпур хресчен-фермер хуçалăхĕсенче тата ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕрхи культурăсене вырса пĕтернĕ. 2122 гектар çинчен пурĕ 44562 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç - 21 центнер. Кĕрхи тулă 2036 гектар çинчен 42756 центнер (тухăç 21,0 центнер) пухса кĕртнĕ. Ыраш 86 гектар (тухăç 24,0 центнер) вырнă.

Ульянов ячĕллĕ хуçалăх тата С.Егоров хресчен-фермер хуçалăхĕ çурхи тĕш тырă культурисене вырма пуçланă. Урпа 50 гектар пухса кĕртнĕ.

«Новый путь» хуçалăхра 130 гектар çинче пăрçа çапса тĕшĕленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика