Тегешевское сельское поселение Урмарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă

07 августа 2018 г.

IMG 1340Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă. Республика Пуçлăхĕ чи малтанах Вăрмар район пуçлăхĕпе М.Пуклаковпа, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Васильевпа тĕл пулнă.

Ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче муниципалитет бюджечĕн тупăш пайне ÿстерессипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ, район центрне тирпей-илем кĕртессипе, ял тăрăхĕсене хăтлăлатассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

Унтан ĕçлĕ çулçÿрев Энĕшпуç ял тăрăхне пулчĕ. Михаил Васильевич Федерацин пушара хирĕç кĕрешекен службин Вăрмарти 39-мĕш номерлĕ пушарпа çăлав службин 9-мĕш отрячĕн посчĕпе паллашрĕ. Кунта пушара хирĕç кĕрешессипе ятарлă дружина тăрăшать. Муниципаллă пушар хуралĕн уйрăмне йĕркелесе яни аякра вырнаçнă ялсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ М.Игнатьев. 39-мĕш номерлĕ ПСЧ уйрăмĕн пуçлăхĕ П.Прокопьев вĕсен тытăмĕнче пурĕ хăйсен ирĕкĕпе пушара хирĕç кĕрешессипе 12 çын вăй хунине пĕлтернĕ. Паян служба ĕçченĕсене тухса çÿреме пушар сÿнтермелли икĕ машина тытса тăраççĕ. Вĕсем пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăраççĕ.

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Вăрмар район активĕпе Энĕшпуçĕнчи Культура çуртĕнче канашлу ирттерчĕ. Унта Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, ЧР Строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, районти предприятисемпе организацисен руководителĕсем, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем, медицина, культура ĕçченĕсем, вырăнти халăх активлă хутшăнчĕç.

Тĕп докладпа Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев тухса калаçрĕ. Вăл кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ, малашлăхри тĕллевсене палăртрĕ.

Палăртма кăмăллă: районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 201 миллион тенкĕпе танлашнă, çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 101 процент. Хамăр вăйпа тупăш туса илесси те 5,2 процент ÿснĕ. Вак предпринимательлĕх субъекчĕсем 11 миллион тенкĕлĕх налук хывнă, ÿсĕм 19 процентпа танлашнă. Аграри секторĕ те аталанса пырать. Пур категориллĕ хуçалăхсенче ял хуçалăх продукцийĕ туса илессин калăпăшĕ 109 процентпа танлашнă. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те кăтартусем лайăх, вĕсен шучĕ 19,8 процент ÿснĕ, 1454 пуçпа танлашнă. Районти ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче сĕт туса илесси 21,2 процент ÿснĕ, вăл 608,8 тоннăпа танлашнă. Ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем валли 2,3 миллион тенкĕ субсиди уйăрнă, ăна агропромышленноçа аталантаракан 41 организаци илнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев вырма ĕçĕсем мĕнлерех пынипе те паллаштарчĕ. Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне 608 гектар тырă вырнă, çавăн пекех ир çитĕнекен çĕрулмине кăларма пуçланă. "Тĕп тĕллевсенчен пĕри - усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе тупăш ытларах илесси. Кăçалхи çулталăк пуçламăшĕнче районта 6474 гектар усă курман çĕр лаптăкĕ шутланса тăрать. Çав шутран усă курман 2590 гектарне кăçал пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă", - терĕ Андрей Васильевич хăйĕн сăмахне малалла тăснă май. Вăл каланă тăрăх, хальхи вăхăтра пирĕн районта 14 муниципаллă программа пурнăçланса пырать, пурĕ 407 миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçал пуçарулăх бюджечĕпе çыхăннă 17 проектран 11-шĕ пурнăçа кĕнĕ те ĕнтĕ. Андрей Васильевич çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсем хĕле хатĕрленессипе мĕнлерех ĕçсем туса ирттерни çинче чарăнса тăчĕ. Социаллă объектсене илес пулсан, вĕсенчен 85 проценчĕ, çурт-йĕр фончĕ 93 процент хĕле хатĕр.

Вăрмар район больницин тĕп врачĕ Н.Мефодьева районта юлашки 5 çулта 7 фельдшерпа акушер пункчĕ хута янине, хальхи вăхăтра Анаткас ялĕнче тепĕр фельдшерпа акушер пунктне хăпартас ĕç пынине каларĕ. Çавăн пекех вăл районти тĕп больницăра капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме республика бюджетĕнчен 3,4 миллион тенкĕ уйăрнине палăртрĕ. Асăннă укçа-тенкĕпе поликлиникăн çивиттине витнĕ, çитес вăхăтра поликлиникăра лифт хута ярассипе ĕçсем тума палăртаççĕ. Унсăр пуçне Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн çивиттине юсама планланă.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Куславкка районĕнчи пайĕн начальникĕн заместителĕ В.Кузьмина пенси законодательствипе çыхăннă ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, вырăнти халăхăн ыйтăвĕсем çине хуравсем пачĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин ялти халăхăн пурнăç шайне ÿстерессипе çыхăннă сĕнÿсемпе канашсем пачĕ.

Канашлура районта пурăнакансенчен те ыйтусем сахал мар пулчĕç. Вырăнти халăха ытларах ялсем патне хытă сийлĕ çул-йĕр сарасси, поселокри тасатакан сооруженисемпе канализацисене реконструкцилесси, çамрăксен канăвне усăллă йĕркелесси тата ытти ыйтусем те кăсăклантарчĕç.

Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Г.Архипова ЧР Пуçлăхне М.Игнатьева шкул çивиттине çĕнĕрен витме укçа-тенкĕ уйăрнăшăн тав турĕ. Кăçалхи майăн 30-мĕшĕнче вăйлă çил-тăвăла пула асăннă шкулăн çивиттийĕ пĕтĕмпех арканнă пулнă. Çавна май ЧР Министрсен Кабинечĕн резервлă фондĕнчен шкулăн çивиттине çĕнĕрен витме 5 миллион та 822 пин тенкĕ уйăрнă.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Республика Пуçлăхĕ 2017-2018 çулсенче Чăваш Республикин çул-йĕр фондĕнчен çул-йĕрсем хывма тата юсама пурĕ 9 миллиард та 500 миллион тенкĕ уйăрнине палăртрĕ. 2019 çулта яллă вырăнсенчи çул-йĕрсене, çав шутра Вăрмар районĕнчи ялсен территорийĕсенчи çул-йĕрсене юсама та укçа-тенкĕ ытларах уйăрасса каларĕ.

Республикăри хăш-пĕр районсенче кайăк-кĕшĕк грипне тупса палăртнине кура районта ку енĕпе пысăк тимлĕх уйăрмаллине, çавăн пекех районта хуçасăр тăрса юлнă, юхăнса пĕтнĕ объектсене салатса тирпейлемеллине, территорисене хăтлăх кĕртмеллине те палăртса каларĕ М.Игнатьев.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Республика Пуçлăхĕ Вăрмар районĕ аталанса пынине палăртрĕ, вырăнти халăха пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ.

З.ПАВЛОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОСЕЩЕНИЙ НА САЙТ Тегешевского сельского поселения с 31 мая 2008 года:

Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус! 

Ответственный за информационное наполнение: администратор сайта - заместитель главы Тегешевского сельского поселения Нарсов Валерий Иванович тел.: 8 (835 44) 36-2-31 E- mail: urmary_tegeshevo@cap.ru

Система управления контентом
429408, Чувашская Республика, Урмарский район, д. Тегешево, улица Школьная, дом 4
Телефон: 8(83544) 36-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика