Урмаевское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул ачасене кĕтсе илме хатĕр

03 августа 2018 г.

Черетлĕ вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ пулин те районти шкулсенче ĕç шăв-шавĕ пачах лăпланмасть. Ара, çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленесси — пĕлтерĕшлĕ те яваплă пулăм-çке. Урмаел вăтам шкулĕнче те, ытти вĕренÿ учрежденийĕсенчи пекех, юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
— Ачасем хăтлă та çутă пÿлĕмсенче пĕлÿ илччĕр тетпĕр. Çавна май çулсерен тĕрлĕрен программăсене усă курма тăрăшатпăр. Кăçал та хутшăнтăмăр. Çавна май, пирĕн, вĕренекенсемпе вĕрентекенсен тата ашшĕ-амăшĕсен, ĕмĕчĕ туллин пурнăçланĕ, — терĕ йăл кулса асăннă вăтам шкул директорĕ Фениз Камалдинов.
Урмаел шкулĕ — районти чи «ватă» шкулсенчен пĕри. Сăмах май, 1866 çулта ялта пуçласа хутла вĕрентме тытăннă, çавна май вĕсем 2016 çулта хăйсен 150 çулхи юбилейне анлăн паллă тунă. Ун чухне уяв тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн вăтам шкулта пĕлÿ пухакансене пысăк парне кĕтнĕ — тĕпрен юсанă спортзал.
— Пирĕн тĕллев — вĕренекенсене физкультурăпа тата спортпа туслашма лайăх условисем туса парасси. Сывлăх вăл — пысăк тупра, çавăнпа та ăна упрама ачаранах хăнăхтармалла, — теççĕ кунти вĕрентекенсем.
Кил-çуртра та куллен пĕрер пăта çапмасан вăл кивелет, юхăнма тытăнать. Асăннă шкулта, кăçалхи евĕр, капиталлă юсав ĕçĕсем пачах та ирттермен. Çавна май кунти чÿрече рамисемпе блокĕсем, урай хăмисем те кивелме ĕлкĕрнĕ.
— Шкул çурчĕ çине пăхсан кăмăл хуçăлатчĕ, юсав ĕçĕ ирттерес тени вара канăç памастчĕ. Федераллă программăна хутшăнса бюджетрен куçарнă 16 миллион та 660 пин тенкĕ укçапа эпир кăçал шкулăн сăн-сăпатне, металлосайдинг çапса, тĕпрен çĕнетме тытăнтăмăр. Классемпе коридорсем пирки те манмарăмăр: чÿречесене пĕтĕмпех улăштартăмăр. Унпа пĕрлех урайне плитка сартăмăр. Ку ĕçе 2-мĕш тата 3-мĕш хутра вĕçленĕ, 1-мĕш хутра анчах пĕчĕк лаптăк юлчĕ. Ăна часах вĕçлĕпĕр. Электроэнерги пирки калас пулсан, шкулта проводасене улăштарнă, диод ламписем вырнаçтарнă. Ĕç кал-кал пыни чуна савăнтарать, ырă шанăç кÿрет, — паллаштарчĕ вырăнти ĕç-хĕлпе Фениз Хасиятуллович.
Асăннă программа икĕ тапхăрпа пурнăçланать. Çитес çул туса ирттермелли планпа та паллаштарчĕ директор. Тĕп ĕçсенчен пĕри — ăшă тата сывлăш уçăлтармалли системăсене йĕркене кĕртесси. Шалта вара якату-илемлетÿ ĕçĕсем ирттерĕç.
Ĕçсене пурнăçлаканĕ — Шупашкарти «Ремстрой» тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿ. Темиçе бригадăпа ĕçленĕрен ĕç кал-кал пырать, çавна май капиталлă юсав ĕçĕсем палăртнинчен маларах вĕçленес шанăç пур. Сметăна кĕртмен ытти ĕçсене вĕрентекенсемпе техперсонал пурнăçлать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вĕренекенсене хальхи пурнăç таппипе килĕшсе тăракан шкул кĕтсе илнине мĕн çиттĕр$! Ку вăл пуриншĕн те пысăк савăнăç.
— Вĕренÿ учрежденийĕнче ачасене, пурĕ 374 вĕренекен, тарăн пĕлÿ илме пурте пултăр. Пысăк тавракурăмлă çынсем çитĕнччĕр, вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр. Ашшĕ-амăшне мухтанмалăх, патшалăха кирлĕ ырă граждансем пулччăр. Пирĕн, педагогсен, тĕп тĕллевĕ çакă, — терĕ Фениз Камалдинов калаçăва вĕçленĕ май.
А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

          

 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика