Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллисене - çĕр лаптăкĕ

07 августа 2018 г.

Чăваш Республикинчи «Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем парасси çинчен» саккуна пурнăçласа районта нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерессипе ĕçсем енĕпе малалла пыраççĕ. Августăн 3-мĕшĕ тĕлне илсен, район администрацийĕнче çĕре тÿлевсĕр пама 165 çемьене черете тăратнă. Çав шутран 58 çемье (35 процент) пурăнмалли çурт-йĕр тума çĕр лаптăкĕ илме ыйту çырнă. 107 çемье (65 процент) килти хушма хуçалăха аталантарма çĕр илме шутланă.

Паянхи куна илсен, нумай ачаллă çемьесене валли 118 çĕр лаптăкĕ йĕркеленĕ. Çĕре тăварса памалла мар илме 118 çемьене (учета тăратнисен 72 проценчĕ) сертификат панă. Çав шутран пурăнмалли çурт тума 40 çемье (6 гектар), килти хушма хуçалăх валли 78 çемье çĕр илнĕ. Районĕпе илсен, нумай ачаллисене валли 51 гектар çĕр уйăрнă.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика