Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕвере путса вилнĕ

Иртнĕ вырсарникун Чăваш Енре, Элĕк районĕнче шыв çинче инкек пулнă. Чăваш Республикинчи Чрезвычайлă лару-тăру министерствин пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх, Лупашка ялĕнчи пĕвере 41 çулхи арçын путса вилнĕ.

Малтанлăха пĕлтернĕ тăрăх, ял çынни ятарласа хатĕрлемен вырăнта шыва кĕнĕ. Республикăри шыравпа çăлав службин ĕçченĕсем путса вилнĕ çын ÿтне çав кунхинех пĕверен туртса кăларнă.

Кăçал республикăри пĕвесенче пурĕ 21 çын ĕмĕрĕ татăлнă, пирĕн районта - 5.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 августа 2018
16:28
Поделиться