Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хиртен ылтăн тырă килет

07 августа 2018 г.

Уй-хиртен ылтăн тырă килет

Шĕмшеш ял тăрăхĕ 19 яла пĕрлештерсе тăрать. Усă куракан çĕр лаптăкĕ те чылаях пысăк. Халĕ вĕсенче техника шавĕ тăрать. Çĕр тĕрлĕ ĕç вĕт паян ял çыннин. Çакă Сергей Волков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕнче яр уççăнах палăрчĕ.

Кивуйпа Яккушкăнь ялĕсем хушшинчи сарă тырă пуссинче комбайнсем курăнчĕç. Аслă çул хĕрринчен чылаях аякра вĕсем. Апла пулин те «уй-хир карапĕсем» патне хăвăртрах çитсе ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас килчĕ. Кăнтăрлахи апатра пулнă иккен ĕçченсем. Хыççăн кăшт канса илме шутланă. Çавна май вĕсемпе калаçма та меллĕ пулчĕ. Аслă уйра иккĕн тăрăшаççĕ иккен.

Евгений Игнатьев «Дон-1500» комбайна ĕçлеттерет. Николай Чугунов «СК-5 «Нива» штурвалне тытса пырать. Кусем - Мăн Этментен. Хăйсен ĕмĕрĕнче ылтăн пек тырă пуссинче пайтах тар кăларнă. Халĕ те вĕсен экипажĕсем çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ. Тырра пĕр тикĕс выраççĕ.

- Çак уй 100 гектар таранах йышăнать. Каçалăк вĕçне тухиччен нумаях юлмарĕ. Часах вырса пĕтеретпĕр те тепĕр çĕре куçатпăр. Авă, лере, Лутра Пакăш ялĕ çывăхĕнче те кĕр тырри пусси, - аякри уй еннелле тĕллесех кăтартрĕ опытлă çĕр ĕçченĕ.

Çав вăхăтрах пăшăрханнă пек те пулчĕ Евгений Николаевич. Иртнĕ çул тырă уйĕсем питĕ хÿхĕм пулнă. Тĕш тырăсем 40 центнер таранах тухăç панă. Кăçал та кăтарту япăхах мар пуласси паллă-ха. Çапах та тулли пучахсем пĕлтĕрхине çитейменнине палăртрĕ. Пĕрре пăхсан-и - кĕрхи тулă уйне пачах та тиркемелле мар пек. Лаптăк таса, çум курăк таврашĕ курăнсах каймарĕ.

«Уй-хир карапĕсем» патĕнчен «ГАЗ-53» автомашина татăлма та пĕлмест. Комбайнсен пĕрнинчен кузов çине ылтăн тырă юхать те юхать. Тулли тиевпе автомашина çула тухать. Станислав Стрелков водитель уй-хиртен йĕтем çине яра куна рейс хыççăн рейс тăвать.

Йĕтем çинче тырра пухăнса кайма памаççĕ, мĕншĕн тесен мĕнпур ĕç-хĕле механизациленĕ.

Сортировка пĕр тикĕс кĕрлет. Аласа тасатнă тырă пысăк михĕсене тулать. Каяшĕ те сапаланса выртмасть, çийĕнчех тирпейленсе пырать. Тăватă-пилĕк çынах пысăк ĕç тăвать, тырра аласа тасатса пыма ĕлкĕрет. Вĕсем пĕри те михĕ çĕклесе нушаланмаççĕ. Пысăк михĕ тулса çитет-и - ăна погрузчик çĕклет те витнĕ йĕтем айне типтерлĕн вырнаçтарать. Погрузчик пĕрре кăна мар, тепре те пур. Сортировка витĕр кăларнă тырă миххисем витнĕ йĕтем айĕнче талккăшпех йышăнаççĕ. Типĕ тырра çийĕнчех сутассине те йĕркеленĕ. Ăна туянма элеватортан килеççĕ иккен. Сăмах майĕн каласан, ылтăн пек пурлăха халăха та параççĕ. Хуçалăх ĕçченĕсене вара тÿлевсĕрех.

- Тырă çитĕнтернипех тупăш нумаях илеймĕн-ха. Анчах та ăна акмасан, тырă-пулă туса илмесен пирĕн уйсене вăрман пусса илет. Пусă çаврăнăшĕ кирлех, - тенине илтме тÿр килчĕ хресчен-фермер хуçалăхĕнче.

Çаплах, Сергей Волков ертсе пыракан хуçалăхра çĕр ĕçне пĕлсе йĕркелесе пыраççĕ. Кунта кĕр тыррисем 150 гектар йышăнаççĕ. Ку культурăран тухăçне ытларах илме пулать-çке. Çавна шута илнĕ те хастар ертÿçĕ. Çурхи культурăсен уйĕсене те ылтăн тĕс çапнă. Вĕсем - 100 гектар, çав шутран урпа 80 гектар шутланать. Çуртрисен уйĕсем те часах ĕç шавĕпе тулĕç.

Пусă çаврăнăшĕ тĕрлĕ культурăсенчен пуян. Çĕр улми 55 гектар, купăста - 42, хĕрлĕ кăшман 6 гектар çинче пăхса ÿстереççĕ. Вĕсене те вăхăтра, лайăх пахалăхпа пухса кĕртессе çирĕп шанаççĕ. Çавна пурнăçлама майсем çителĕклĕ. Вырма вăхăтĕнче условисем те лайăх. Хуçалăхра столовăй ĕçлет. Вĕри апатпа кирлĕ пек тивĕçтереççĕ. Ĕç укçине те вăхăтра параççĕ. Вырмара ĕçлекенсене лайăхрах тÿлесе хавхалантарма палăртнă.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика