Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн туй - çемье телейĕн пали

18 мая 2018 г.

Ылтăн туй - çемье телейĕн пали

50 çул - мăшăрлă пурнăçăн чи пĕлтерĕшлĕ пулăмĕсенчен пĕри. Пысăк тапхăр, пĕр ĕмĕр тесен те йăнăш пулмĕ. Ылтăн - хăй хаклăхĕпе мăшăрсем хушшинчи туйăмсене палăртакан чи паха материал темелле. Элĕк районĕнче çемье çавăрнăранпа кăçал 50 çул çитнине паллă тăвакансем сахалах мар-ха. Вĕсем çемье çавăрма пултарнипе пĕрлех çемье вучахĕн ăшшине нумай çуллăха упраса хăварнине палăртмалла.

Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунĕнче ĕнтĕ шăп та шай 50 çул е унран та ытларах пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене чысларăмăр. Чăваш Сурăм тăрăхĕнчи Кузьминсене, Кудряшовсене саламларăмăр.

Пĕчĕк Шĕвĕшре пурăнакан Валентина Игнатьевнăпа Алексей Кузьмич Кузьминсем çитĕнекен ăрушăн чăн-чăнах ырă тĕслĕх. Ылтăн туй кĕрлеттернĕ мăшăр хушшиче çамрăк чухнехи пекех ăнланупа килĕшÿ, юрату хуçаланать. Мăн Шĕвĕшри Елизавета Мироновнăпа Алексей Трофимович Кудряшовсем те пĕр-пĕрне хисепленĕрен, йывăр вăхăтра та яланах тĕрев пулнăран çур ĕмĕр юнашар пулнине палăртаççĕ. «Васкаса йышăну тума кирлĕ мар. Тÿсĕмлĕх тата çепĕçлĕх - чи кирли», - теççĕ вĕсем. Çулсем иртсен те чĕресенче юрату сÿнменнине пĕлтереççĕ.

Мăшăрсене ылтăн туй ячĕпе саламларăмăр. Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Виктор Сорокинпа асăнмалăх парне патăмăр.

Çемье çирĕплĕхне ÿстересси - ЗАГС органĕсен ĕçĕн тĕп енĕ. Çемьесене упраса хăварас тĕлĕшпех уйрăлма шутланă мăшăрсемпе калаçусем ирттеретпĕр. Унта Хĕрарăмсен тата Ашшĕсен канашĕсен представителĕсене чĕнетпĕр. Çемьене саланса каясси патне илсе çитернĕ сăлтавсене палăртатпăр. Çакăн пек калаçусем хыççăн иртнĕ тапхăрта 30 мăшăр уйрăлас шухăша пăрахăçларĕ. Майăн 15-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунĕнче те, республикăра, çав шутра районта та «Уйрăлусăр пĕр кун» ятпа акци иртрĕ. Асăннă кун районти ЗАГС пайне уйрăлас шутпа килнĕ мăшăрсемпе çемье пĕлтерĕшĕ çинчен калаçнă.

Любовь АРТЕМЬЕВА,

районти ЗАГС пайĕн начальникĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика