Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăхпа сывпуллашрĕç

25 мая 2018 г.

Ачалăхпа сывпуллашрĕç

 Мăнаçлăн янăракан кĕвĕ кашнин чун-чĕринех тыткăнлать, хумхантарать те. Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче «Сывă пул, ачалăх!» юлашки шăнкăрав уявне пухăннă-çке.

Уява ертсе пыракан чĕннипе часах тăххăрмĕшсем ума тухса тăраççĕ. Вун виççĕн вĕсем - кĕçех пĕтĕмĕшле аттестаци витĕр тухакансем. Вĕсемпе пĕрлех Алина Петрова класс ертÿçи те. Хыççăнах вун пĕрмĕшсем те хисеплĕ вырăна йышăнаççĕ. Яшсемпе хĕрсем тăххăрăн, юнашарах класс ертÿçи Лариса Гордеева. Тăххăрмĕшсемпе вунпĕрмĕшсене пурте алă çупса кĕтсе илчĕç. Савăнăçлă уяв кунĕнче яшсемпе хĕрсен ачалăха аса илме кăмăллă пулчĕ. Вĕсем тăван шкул алăкне именсе те хумханса уçса кĕнине ахăртнех ума кăларчĕç. Халĕ авă кашни ÿссе çитĕннĕ, вĕсене пăхса ытараймăн. Вун пĕрмĕшсем пĕр-пĕрне шÿтлесе те ырласа хаклани питех те килĕшÿллĕ пулчĕ. Çавна май часах тăван шкулпа сывпуллашакан Павел Арсентьев, Ирина Тихонова, Марина Ящикова, Ирина Борисова, Павел Гордеев, Наталья Потапова, Светлана Веняминова, Ирина Арсентьева, Илья Игнатьев епле пулни яр уççăнах ума тухса тăнăн туйăнчĕ.

Шкул директорĕ Зоя Васильева савăнăçлă линейка уçăлнине пĕлтерет. Ашшĕ-амăшĕ вун пĕрмĕшсене кăçал шкултан вĕренсе тухнине систерекен лентăсем çыхса яраççĕ, вĕрентекенсем - шăнкăравсем. Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин ялавĕсем мăнаçлăн çĕкленеççĕ. Гимн янăрать. Хыççăн шкул ертÿçи Зоя Федоровна салам сăмахĕ калать.

- Хаклă вĕренекенсем, вĕрентекенсем, хăнасем, ашшĕ-амăшĕ. Сире пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Тăххăрмĕшсемпе вун пĕрмĕш-сем сире экзаменсене ăнăçлă тытма сунатăп, яланах сывлăхлă, телейлĕ пулăр, - терĕ директор.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Сорокин та пурне те саламласа ăшă сăмахсем каларĕç. Пĕрремĕшсем аслисене ăнăçу, телей суннине итлеме те кăмăллă пулчĕ. Шкула пуçласа çÿрекенсем тăххăрмĕшсемпе вун пĕрмĕшсене чечексем пачĕç, пĕрремĕшсене вара аслисем сувенирсем парнелерĕç.

Вун пĕрмĕшсен эстафетине тивĕçнисем - вуннăмĕшсем - аслă юлташĕсене ырă сăмахсемпе саламларĕç. Лариса Гордеева, Алина Петрова класс ертÿçисем, ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче пулнисем калаçни кашнинех хумхантарчĕ те, хавхалантарчĕ те. Пĕрремĕш вĕрентекенсем те «хăйсен» ачисене ăнăçу сунчĕç. Ашшĕ-амăшĕ саламланинче пăлхану туйăмĕ палăрчĕ. Кăçал шкулпа сывпуллашакансем те хăйсен юратнă вĕрентекенĕсене ятранах асăнса тав турĕç.

Чечексем, парнесем. Пурин валли те пулчĕç уявра. Юлашки шăнкăрав янăраттаракансем пĕрремĕш класри Мария Тихонова тата вун пĕрмĕшĕнчи Илья Игнатьевпа Светлана Веняминова пулчĕç.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика