Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăншĕвĕшсен ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрет

25 мая 2018 г.

Ял çинчен сăмах пуçарсанах калаçу аграри, ял хуçалăх производстви, тырă тухăçлăхĕпе сĕт сăвăмĕ çине куçать. Ял çынни вара ĕçпе çеç пурăнмасть-ха. Хуларисем пекех вĕсене те культура тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем, концертсемпе уявсем интереслентереççĕ.

Юлашки çулсенче Чăваш Республикин Правительстви культура вучахĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрать. Ял клубне паян ахаль культура учрежденийĕпе çеç танлаштараймăн, стратегилле объект та шутланать вăл. Ăнланмалла каласан, патшалăх политикине ял çынни патне çитерекен учреждени. Вырăнти клуба пухăнса ял çынни хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене пĕрле сÿтсе явать, суйлавсем, тĕрлĕ шайри ертÿçĕсемпе тĕлпулусем ирттерет. Эппин, ялта клуб кирлех.

 

Паркра, лавккара хÿтлĕх тупнă

Мăн Шĕвĕш Чăваш Сурăм тăрăхĕнчи чи пысăк ял шутланать. Ял урамĕн тăрш- шĕ кăна 1,5 çухрăмпа танлашать. Кунта 300 ытла çын пурăнать. 35 çула çитмен çамрăксен шучĕ те 89. 30-а яхăн çемьере ача-пăча сасси кĕр-кĕр кĕрлет. Вĕсен шутĕнче вара нумай ачаллисем те пур-ха. Юлашки çулсенче ял сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Çулсеренех кунта пурăнакансем çурт-йĕре, ытти хуралтăна çĕнетессипе çине тăрсах ĕçлеççĕ. Ял çыннин хастарлăхне кура «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕ сĕт-çу комплексне çĕнетсе çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвассине тĕпе хурать.

Малтанхи çулсенче Мăн Шĕвĕшре клуб та пурччĕ. Пысăк колоннăсемпе тунă культура учрежденийĕ хулари пĕр-пĕр чаплă çуртах аса илтеретчĕ. Тĕрлĕ мероприяти иртетчĕ унта. Çамрăксене валли ташă каçне те тăтăшах йĕркелетчĕç. Вырăнти библиотека та кунтах хÿтлĕх тупнăччĕ. Мăн Шĕвĕш, Какаç ялĕсенче пурăнакансем татăлма пĕлмесчĕç вулавăшран. Культура вучахне ял çыннишĕн упраса хăварас тĕлĕшпе кунта тăрăшакансем малтанхи тапхăртах вак-тĕвек юсав ĕçĕсене те пурнăçларĕç. Анчах та каярахпа çурт кирек хăçан та ишĕлсе анас хăрушлăх пуррине кура ăна авриллĕ тесе палăртса хупрĕç. Ял çынни культура учрежденийĕсĕр юлчĕ. Ниçта пухăнса тĕлпулусем ирттерме вырăн çукран машинăпа трактор паркĕн çуртĕнче хÿтлĕх тупатчĕç Мăншĕвĕшсем. Суйлавсене те кунтах йĕркелесе ирттеретчĕç. Çавăн пекех вырăнти лавккара тĕрлĕ яваплă çынсемпе тĕлпулусем йĕркелетчĕç.

Клуб çурчĕ хупăннăранпах ĕнтĕ ял çынни çĕнĕ культура учрежденийĕ тăвас ыйтăва хускататчĕ. Тĕрлĕ тытăмри яваплă ертÿçĕсем килсен ку ыйтăва татса пама пулăшма сĕнетчĕ.

2017 çул вĕçĕнчех ĕнтĕ Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи Мăн Шĕвĕш клубне 2018 çулта çĕклессине палăртрĕç. Çак тĕллевпех çĕнĕ культура учрежденийĕ вырăнне тасатса-тирпейлес ĕçе пикенчĕç.

 

Çĕнĕ клуб çĕкленет

Кусем вара пуш сăмахсем пулманнине паян ĕç вĕресе çеç тăни те çирĕплетет. Унччен кивĕ шкул çурчĕ вырнаçнă, тĕрлĕ йывăç тĕммипе ÿссе ларнă çĕр лаптăкĕнче çĕнĕ çурт кунран-кун çĕкленет. Культура вучахне тума март уйăхĕн вĕçĕнчерехре пуçланă. Строительсем йывăç тымаррисене кранпа, ятарлă техникăпа кăкласа никĕс валлилĕх хатĕрленĕ.

Ĕç-хĕлпе Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе В.Сорокинпа пĕрле паллашатпăр.

- Строительство ĕçĕсене Шупашкарти «АРКА» тулли мар яваплă общество пурнăçлать. Клуб проекчĕ 13958392,0 тенкĕпе танлашать. Кунта лару-тăрăва йĕркелесе пыраканĕ, прорабĕ Василий Яковлев шутланать, саккăрăн ĕçлеççĕ вĕсем. Строительсен йышĕнче Элĕк районĕн çыннисем пурри вара пушшех те шанчăка ÿстерет, - каласа парать Виктор Юрьевич.

Культура учрежденине яллă вырăнсенче вырнаçнă социаллă тата инженери инфратытăмĕн объекчĕсен çурт-йĕрне комплекслă майпа çавăрассипе çыхăннă мероприятисене пурнăçа кĕртсе çĕклеççĕ те. 100 вырăнлă клуб пулĕ вăл. Калăпăшĕпе пĕчĕкех пулмĕ çурт. Проектпа килĕшÿллĕн кунта зал, кружоксемпе секцисене валли уйрăм пÿлĕмсем вырнаçмалла. Культура çурчĕн директорĕн те хăйне ятран пÿлĕм пулĕ. Тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшакан валли те кĕтес уйăрнă. Çавăн пекех кунтах вулавăш та вырнаçĕ, вулав залĕ те пулĕ.

Строительсем яваплăха туйса, кашни уяр çанталăкпа туллин усă курса ĕçлеççĕ. Кунсерен килĕсене çÿресе вăхăта ирттермеççĕ. Мăн Шĕвĕшре уйрăм çын патĕнче хваттерте пурăнаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ирхи 7 сехетрен пуçласа 19 сехетчен ĕç шавĕ татăлмасть кунтан. Строительство материалĕсенчен те татăк тăмаççĕ ăстасем. Хĕрлĕ кирпĕче Красноармейски районĕнчи кирпĕч туса кăларакан «Кетра» организацирен, шуррине Çĕнĕ Шупашкартан вăхăтрах кÿрсе килсе параççĕ. Техника тĕлĕшĕнчен строительсемшĕн кран пысăк пулăшу вырăннех. Унпа Дмитрий Пузарин ĕçлет. Çак кунсенче стенасене хăпартас ĕç вĕçленет те, тăрă валлилĕх бетон плитасене хурĕç. Унтан каллех проектпа килĕшÿллĕн стенасене купаласа хăпартĕç те тăрă витĕç.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тата строительсем пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне культура çуртне туса пĕтерсе хута ямалла-мĕн. Строительсем палăртнă вăхăта ĕçе вĕçлессипе вĕçлемессине вара ял çыннисем те сăнасах тăнине палăртса хăвармалла. Тĕрлĕ çулсенчисем килсе, ăстасемпе калаçса каяççĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА.

 

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика