Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиплĕ çăлкуç пархатарне кÿтĕр

01 июня 2018 г.

Сиплĕ çăлкуç пархатарне кÿтĕр

 Пирĕн Элĕк ен территорийĕнче авкаланса иртекен Сурăм шывĕ ырлăх-пурлăхсăр мар. Çăлкуçĕсем те сахалах мар унăн. Анатри Юлăш çывăхĕнчех вырнаçни вара «Хĕрлĕ çăл» ятпа пурăнать.

Хĕп-хĕрлĕ тăм ăшĕнчен тапса тăрать унăн тăп-тăрă шывĕ. Хĕлле те шăнмасть. Тутанса пăхсан-и - тутлă хăй, ăша уçăлтарать. Кунашкал ырлăха епле асăрхамăн-ха. Галина Максимовăна вара хытах тыткăнланă та иккен. «Ку çăлкуçа мĕншĕн пурне те усă курмалла тăвас мар? Унăн сиплĕхĕ çынна пархатарне те пама пултарĕ», - канăçсăрланнă хĕрарăм. Шухăшĕ ăна ырă ĕç тума хистенĕ. Анчах та чăрмавĕ те сахалах мар çав. Тарăн çырмари çăлкуç таврашне тирпейлессипе пайтах вăй хумалла. Ку енĕпе вара хăй тимленипе пулăшакансем те тупăннă.

- Галина Данилова, Александр Васильев, Александр Данилов, Анатолий Порфирьев, Степановсен кĕрÿшĕ Владимир вĕрене йывăççисене касма пулăшрĕç. Вĕсене çавăншăн пысăк тав, - каласа пачĕ ырă шухăш-ĕмĕт тытнăскер.

Чăнкă çырмара çăлкуç патне çитме пусма картлашки те кирлех тесе палăртать Галина Максимова. Çавна май хыр-чăрăш хăмасене хăйĕн укçи-тенкипех туянать. Ĕçлекен çыннисене те тупать вăл. Тимĕрçкасси ялĕнчи Петр Илларионов, Изванкăри Сергейпа Алексей Ивановсем, Валерий Прокопьев сăваплă ĕçе кÿлĕнеççĕ. Часах вăрăм пусма та çĕкленет. Ăна сăрласах сăн кĕртеççĕ. Шăнкăртатса выртакан шыва тăрпана юхмалла тăваççĕ, хыççăн - çăла. Çапла Галина Максимова тимĕр-бетон ункă та сутăн илет. Ăна меллех вырнаçтараççĕ. Паллă ĕнтĕ, кунпах ĕç вĕçленмест-ха. Сиплĕ çăлкуç тăвакансен пурнăçламалли сахал мар. Йĕри-тавра меллĕ лапам хывмалла. Сиплĕ шыва кĕрсе тухакансем валли хывăнса тăхăнма хÿтлĕхлĕ вырăн тăвасшăн. Çăлкуç çывăхĕнче, тÿпемре часавай вырнаçмалла. Пурнăçламалли вак-тĕвекĕ те чылаях. Ку енĕпе Элĕк чиркĕвĕн настоятелĕнчен Виктор Муравьевран сĕнÿ-канаш илнĕ Галина Максимова. Шыва çветит тăвасси пирки те калаçнă. Ăна юлнă ĕçсене вĕçлеме укçа-тенкĕ çукки ура хурать-мĕн.

Ку енĕпе, паллах, шухăшламалăх, тимлемелĕх те пур. Ырă чун-чĕреллĕ çынсем, тен, пулăшма хирĕç пулмĕç. Йĕри-таврари ялсенче пурăнакансем, ял тăрăхĕсем те пархатарлă ĕçе тÿпе хывас тейĕç. Апла пулсан пуçарулăхпа çаврăнăçулăха ÿстерсе ырă улшăну тумаллах.

Елена ИВАНОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика