Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Новый путь» малтисен йышĕнче

26 июня 2018 г.

«Новый путь» малтисен йышĕнче

Çулсеренех Республика кунĕ умĕн Чăваш Енре агропромышленность комплексĕн чи лайăх 100 предприятине палăртасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçал та июнĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче «Агро -100» Клуб 2017 çулхи чи лайăх ял хуçалăх организацийĕсене чысларĕ.

Асăннă мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, «Агро-Инновации» предприятин директорĕ Николай Васильев, Чăваш Енри агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен Союзĕн председателĕ Петр Ивантаев, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Андрей Макушев, Патшалăх Канашĕнче экономика политики, агропромышленность комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Сергей Павлов, хăй тĕллĕн çÿрекен техника надзорĕн патшалăх инспекцийĕн начальникĕ - Чăваш Енри тĕп патшалăх-инспекторĕ Сергей Вязовский хутшăнчĕç.

Çавăн пекех асăннă мероприятие хăй вăхăтĕнче ял хуçалăх аталанăвне сахал мар тÿпе хывнă ветерансене, ял хуçалăх предприятийĕн, хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисене те чĕннĕ. Чи малтанах Сергей Артамонов пухăннисене ял хуçалăх тытăмĕнче иртнĕ тапхăрта тунă çитĕнÿсемшĕн тав турĕ, çак ÿсĕмсене сыхласа хăварнипе пĕрлех татах та ÿстерсе пыма сунчĕ. 2017 çулхи кăтартусемпе Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕн малта пыракан чи лайăх 10 организацине чысларĕ. Вĕсен йышне вара Элĕк районĕнчи «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕ те кĕнĕ. Çавна май асăннă хуçалăх ертÿçине Иван Николаевич Игнатьева тав туса малашне те ăнăçусем сунчĕç. Сăмах май, Сурăмсем темиçе çулах ĕнтĕ хăйсем ĕçлеме ÿркенменнине, çавна май пысăк тупăш илме пултарнине республика шайĕнче çирĕплетеççĕ. Çулсеренех ку тĕлĕшпе малти вырăна тухаççĕ.

Асăннă хуçалăхра ĕçе тивĕçлипе йĕркеленипе пĕрлех, техника паркне çĕнетесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ, вĕсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăха пăхăнасси те тĕп вырăнта. Çакна Чăваш Енри тĕп инженер-инспектор Сергей Вязовский те палăртрĕ. «Новый путь» хуçалăх ертÿçине Хисеп хучĕпе чысларĕ.

Тепĕр саманта та асăнса хăвармалла, «Новый путь» хуçалăх иртнĕ кунсенче кăна Чăваш Республикинчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен «2017 çулхи Чăваш Енри чи лайăх предприниматель» конкурсĕнче «Ял хуçалăх таварне чи лайăх туса илекен» номинацире палăрнă. Хуçалăх ертÿçине И.Игнатьева республикăри предпринимательсен кунĕнче чысланă.

Николай СЕРГЕЕВ,

Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика