Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Питрав - пурте кĕтнĕ уяв

13 июля 2018 г.

Питрав - пурте кĕтнĕ уяв

Йăлана кĕнĕ йĕркепе июлĕн 12-мĕшĕнче православи чиркĕвĕ Петĕрпе Павăл апостолсен кунне уявларĕ. Çак кун Питрав типпи те хыçа юлчĕ. Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн уйрăмах паллă çак уяв.

Мĕн авалтан ăруран-ăрăва куçса пыракан праçнике кашни килтех хавас кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ. Техĕмлĕ чăваш сăрине тăваççĕ, какай-шÿрпине пĕçереççĕ. Вĕсене ас тивме хăнасене чĕнеççĕ.

Чăваш Сурăм сали ку хутĕн-че те нихçанхинчен те илемлĕрех те пуянрах курăнчĕ. Урамсем уяв тумлĕ. Культура çурчĕ умĕнчи «Тăвансем, уяв ячĕпе саламлатпăр» тесе çырни пурне те ырă та ăшă туйăм парнелерĕ. Ялавсем вĕлкĕшеççĕ. Кусем - уявăн чăн-чăн символĕ. Суту-илÿ анлă сарăлнă. Тутлă апат-çимĕçĕ, пылак шыв-сем, шашлăкĕ тата ытти те ытлă-çитлĕ.

Савăнăçлă уява салам сăмахĕ каласа Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Сорокин уçрĕ. Хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликовсăмах илчĕ.

- Хаклă çыннăмăрсем, сире пурне те Питрав уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Чăваш Сурăм тăрăхĕнче тăрăшуллă, ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем район аталанăвне пысăк тÿпе хываççĕ. Тавтапуç сире пархатарлă ĕçшĕн. Ăнăçу, телей, çирĕп сывлăх сунатăп, - терĕ Александр Николаевич.

Саламсем. Чылай пулчĕç вĕсем уявра. Хыççăн Чăваш Сурăм салин анлă лапамĕ юрă-кĕвĕпе тулчĕ. Кунти культура ĕçченĕсем, Чăваш Сурăмĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Альбина Ильина ертсе пынипе, Питрава тĕплĕ хатĕрленни яр уççăнах курăнчĕ. Нумай пулмасть йĕркеленнĕ ветерансен хорĕн хастарĕсем чăн-чăн артистсем пекех. Вĕсем, ытарми çи-пуçлăскерсем, тап-такăр асфальт çул тăрăх уяв лапамне юрласа та ташласа пырса кĕчĕç. Карталанса тăрса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Хыççăн сцена çинче те савăнăç кÿчĕç, юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç.

Чăвашсурăмсем патне хăнана Юлăшсем, Мартынкассисем те çитнĕ. Вĕсем те пушă алăпа мар. Уяв парнипе - концертпа килнĕ. Вĕсен юрри-ташши те пухăннисене хавхалану кÿчĕ, вăй-хал хушрĕ тейĕн. Элĕкри культура çурчĕн, ÿнер шкулĕн артисчĕсем уява татах та илемлетсе пуянлатрĕç.

Малта пыракансене, ырă тĕслĕх кăтартакансене чысламасăр уяв епле ирттĕр-ха; Чăваш Сурăм ял тăрăхĕ çумĕнчи ветерансен организацийĕн ертÿçи Петр Архипов пултарулăхпа палăрнă аслă ăрурисене хисеп, тав хучĕсем парса чысларĕ. Вячеслав Михайлова, сăмахран, Чăваш Сурăмсен гимнне хайлама пулăшнăшăн тав турĕ. Чăннипех, мĕн тери пархатарлă ĕç тунă ветеран-педагог. Питрав уявĕ те вырăнти гимн мăнаçлă янăранипе пуçланчĕ вĕт.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика