Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисемпе тĕл пулнă

25 мая 2018 г.

Пултаруллисемпе тĕл пулнă

Çулсеренех Чăваш Енре шкул ачисем 21 предметпа Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен тĕрлĕ тапхăрне хутшăнаççĕ. Хальхи вĕренÿ çулĕнче олимпиадăн шкул тапхăрне 5334 ача, муниципалитет тупăшăвне 19758 вĕренекен хутшăннă, регионти олимпиадăра 383 ача çĕнтерÿçĕ е призер пулса тăнă. Чи пултаруллисем, 58 вĕренекен, олимпиадăн Раççей шайĕнче тарăн пĕлÿ кăтартнă. Çапла вара ăсталăх ăмăртăвĕнче Чăваш Енри пĕр вĕренекен çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. 20-шĕ призер ятне илнĕ, палăртма кăмăллă, çак йышран пĕри - пирĕн районтан.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Правительство çуртĕнче Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсенче палăрнисемпе тĕл пулнă. “Çапла майпа эсир хăвăр пĕлĕве кăна кăтартман, Чăваш Енре вĕрентÿ тытăмĕ çирĕп пулнине те çирĕплетнĕ. Ку çитĕнÿсемпе лăп- ланса лармалла мар, малалла аталанмалла”, - тенĕ вăл.
Пĕтĕм Раççей шайĕнчи экологи олимпиадинче Тăвай шкулĕнчи 11 класра вĕренекен Екатерина Гурьева призер пулса тăнă. Тăххăрмĕш класранпах, виçĕ çул умлă-хыçлă, хăйĕн çирĕп пĕлĕвне кăтартса, пултаруллисен йышне кĕрет. Тĕлпулăва хăйĕн вĕрентекенĕпе Альбина Петровна Михайловапа хутшăннă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕпе унăн маттур вĕренекенне Вĕрентÿ министерствин Тав çырăвĕсемпе чысланă.
ЧР вĕрентÿ министрĕ Александр Иванов палăртнă тăрăх, Пĕтĕм Раççейри олимпиада кăтартăвĕсемпе пирĕн республика Раççейри чи лайăх вунă субъект шутне кĕрет.

Палăртса хăвармалла, Александр Степанович Иванов Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕнче ĕçленĕ. 2018 çулхи майăн 16-мĕшĕнчи Республика Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн 46-мĕш номерлĕ Указĕпе ăна Чăваш Рес- публикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ пулма уйăрса лартнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика