Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн пуласлăх - ÿсекен ăрура

01 июня 2018 г.

Пирĕн пуласлăх - ÿсекен ăрура

Çу уйăхĕн иккĕмĕш çурринче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче “Тăван чĕлхе - ăс-хакăл мулĕ” фестиваль иртрĕ. Унта шкул- чченхи вĕренÿ учрежденийĕсене çÿрекен ачасем хутшăнчĕç. “Янра, сăввăм, хытăрах” номинацире район чысне Тăвай ялĕнчи 2-мĕш номерлĕ ача садне “Асамат кĕперĕ” ушкăна çÿрекен Мария Садовина хÿтĕлерĕ. Сумлă жюри Маша вуланă “Ÿкерчĕк” сăвва тивĕçлипе хакланă, диплом тата парне парса хавхалантарнă.
“Асамат кĕперĕ” ушкăна çÿрекен ачасем хушшинче пултаруллисем татах та пур. Сăмахран, Коля Петрова ырăпа асăнас килет. Пирĕн садике пĕр çул кăна çÿрет пулсан та (малтан вăл Тăрмăшри ача садне çÿренĕ) район шайĕнче иртекен конкурссенче активлăх кăтартрĕ, 5 конкурсра малти вырăнсене йышăнма пултарчĕ.
Районта вара “Мини-олимпиада” интеллектуаллă вăйă иртнĕ нумаях пулмасть. Унта шкулчченхи тăхăр вĕренÿ учрежденинчи аслă ушкăна çÿрекенсем хутшăннă.
Кашни командăра тăватă ача пулнă, пĕри - капитан. Пĕчĕккисем малтан хăйсемпе паллаштарнă, шухăшлав çĕршывне çитсе курнă, математика задачисем шутланă, юмах геройĕ- семпе тĕл пулнă, ыйтусем çине хуравланă. Олимпиада капитансен конкурсĕпе вĕçленнĕ.
Командăсем хăйсен тĕллевĕсене хăвăрт пурнăçланă, çавăнпа жюрие чи лайăххисене палăртма çăмăлах пулман.
Юлашкинчен “Мини-олимпиада” интеллектуаллă вăйăн çĕнтерÿçи “Волонтеры” команда (Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ясли-сад) пулса тăни çирĕпленнĕ. Владислав Николаев (капитан), Николай Петров, Григорий Кунашов, Мария Садовина аван хÿтĕ-ленĕ асăннă ясли-сад чысне. 
Пултаруллă ачасем ÿсни савăнтарать, малалла ĕçлеме хавхалану кÿрет.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика